Комментировать

11 Июн, 2020

Сергей Лекеров – депутат

Юрласа çитет терĕ пулас Сергей, политикăна кайма васкарĕ, ахăртнех. Ав, çакăн валли ятарлă костюм та туяннă, галстук та çыхнă, халăхпа тĕл пулма çÿрет. Суйлав çывхарать-çке. Анчах… Темĕн çитмест пек. Ара, депутат — унăн çĕнĕ сăнарĕ-çке! Ку вара политикăпа нимĕнле те çыхăнман.
Концерт лартас тапхăр çитессе кĕтсе ывăннă ĕнтĕ Сергей. Хăйĕн ĕç-хĕлне кăштах улăштарнă. Халĕ вăл, Раççейри хăш-пĕр блогертан тĕслĕх илсе-ши, кĕске серисем ÿкерет. Тĕп сăнарта кам пулнине ăнлантăр ĕнтĕ — Сергей Лекеров, депутат. Тĕрĕсрех каласан, депутата суйланма хатĕрленекен Сергей Лекеров.
Мĕн патне илсе çитерĕ ку ĕç-пуç? Пурăнсан курăпăр. 

www.hypar.ru

Шоу-бизнес хыпарĕсене Лада МАРКИЗОВА тишкерет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.