Çăкăра упрама вĕренесчĕ
Йывăр пурнăçа тÿссе ирттернĕрен çав çулсене манăçа кăларма çук.
Вăрçă çулĕсенче пурнăç япăххине пула хĕллехи вăхăтра пирĕн яла ыйткалакансем килетчĕç. Пĕри кĕрсе тухса каять анчах, тепри килсе кĕретчĕ. Пурнăçри çак йывăрлăхсене манма хĕн. Вĕсем пире йывăрлăха чăтма, çирĕп йĕркене хăнăхма вĕрентнĕ.
Халĕ çăтмахра пурăнатпăр. Ырă çак пурнăçа пире камсем парнеленине манас марччĕ. Вĕсем яланах хисепре пулмалла.
Пире асаттесемпе аттесем йывăрлăха çĕнтерме, çĕре юратма вĕрентнĕ. Акнăлартнă культурăна пĕр тăкаксăр пуçтарса илме хăнăхтарнă. Аслă ăру çыннисем çĕре аннепе танлаштарнă. Ваттисем: «Çăкăртан асли çук», — тенĕ. Ача чухне пире атте-анне: «Çăкăра тĕпретсе ан çийĕр», — тетчĕ. Сĕтел çинчи çăкăр тĕпренчĕкне пуçтарса çиме вĕрентнĕ. Паянхи пурнăçра ырă çак йăла пĕтĕмпех манăçа тухрĕ. Халĕ çÿп-çап тăкнă вырăнта çăкăр татăкне çеç мар, кăвакарнă буханкăна та асăрхама пулать.
«Хресчен сасси» хаçат «Алран кайми аки-сухи, асран кайми атти-анни…» юрăри йĕркепе хресчене аваллăха аса илтерсе ăс пама тăрăшать. Çĕртен писнĕ çамрăк ăрăва ăс пама майсем çителĕксĕр пулнишĕн эпир те, ватăсем, пăшăрханатпăр.
Çĕр лаптăкĕсем пушă выртни чуна ыраттарать. Хăшĕ-пĕри çĕре виçтерсе илнĕ пулсан та нимĕнле ĕç туни те курăнмасть. Налукне вăхăтра тÿлеççĕ, лаптăкра вара çум курăк çитĕнет. Çакнашкал тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра та пур. Килти хуçалăхсене хушса панă 60 сотăй çĕрпе хăшĕ-пĕри темиçе çул хушши пачах та усă курмасть. Унта çум курăк çеç ÿсет. Ялсенче килти пахча вырăнĕсемпе те усă курманнисем пур. Иртнĕ саманара вара паянхи пек пушă выртакан çĕр пулман. Малалла вулас...
Вениамин АРХИПОВ. Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.