Комментировать

30 Июл, 2014

Икĕ ватăн пĕр шухăш

Иккĕшĕ те ĕмĕрĕсене ĕçпе ирттернĕ. Унсăр пурăнма та пултараймаççĕ вĕсем. Авалхи ĕç хатĕр-хĕтĕрне, халăх йăли-йĕркине, кун-çулне упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ, иртнĕ вăхăтпа çамрăксене паллаштараççĕ. Иккĕшĕ те йывăçран касса пуканесем ăсталаççĕ.

Музейран çын татăлмасть

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿрт ялĕнче пурăнакан Терентий Дверенин çинчен илтмен çын республикăра çуках пулĕ. Ентешсем унăн пуканийĕсемпе тĕрлĕ конкурсра, куравра паллашаççĕ. Унсăр пуçне килĕнчи музейра та.

Çапла, пуканесем валли ятарлă музей йĕркеленĕ вăл. Ăна Аслă Çĕнтерĕве халалланă. Вăрçă вăхăтне сăнлакан композицисем чылай кунта: ял халăхĕ арçынсене вăрçа ăсатать, хĕрарăмсем уйра ака тăваççĕ, вăрман касаççĕ, траншея чаваççĕ тата ытти те. Çĕнтерÿ хыççăн салтак киле таврăннине те сăнланă ăстаçă. Стена çинчи тĕрĕсем те вăрçă хирне аса илтереççĕ. Вĕсене те хăех тĕрленĕ.

Пуканесене йывăçран касса кăларнисĕр пуçне вĕсене çи-пуç та тăхăнтартнă ватă. Пĕтĕмпех çав вăхăтрипе килĕшÿллĕн. Тÿссе ирттернĕ кун-çулне чунĕ витĕр кăларнă вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ хăй Берлина пырса кĕнĕ танкăн макетне те тунă. Ку – çĕнĕ экспонат. Ăна çирĕм хут пĕчĕклетнине пĕлтерчĕ Терентий Парамонович. Вăл халĕ музейра упранать.

Ял халăхĕ каччăна 1942 çулта салтака ăсатнă. Вăрçă хирĕнче водитель-механик пулса çапăçнă. Маларах трактористра вăй хунăскер ку ĕçе те часах алла илнĕ. «Эпĕ вăрçăра пĕр çынна та вĕлермен», – тет вăл иртнине аса илсе. Çĕнтерĕве Т-34 танкпа кĕтсе илнĕ. Тăван тăрăха 1946 çулта çеç таврăннă. Унăн кăкăрне паян тĕрлĕ орден-медаль илемлетет.

Вăрçă хыççăнхи вăхăта та сăнланă ăстаçă: икĕ арçын тăрăшсах хăма çураççĕ, салтак киле таврăнать... Кашни композицие пурнăçран илнĕ, пур сăнар та чĕррĕн туйăнать. Ăсталанă пуканесен алли-ури те хуçланать. Вĕсем ура хуçса ташлама та, пилĕк авса тырă вырма та пултараççĕ. Кĕлеткесен тăршшĕ – 40 см.

Ăсталăх çул-йĕрĕ çине 85 çул тултарсан çеç ура ярса пуснă вăл. Ватлăхра чун киленĕçĕ тупнă хăй валли. Унăн музейĕнчен çын татăлмасть: туристсем те, ачасем те çÿреççĕ, кăсăклансах паллашаççĕ. Терентий Парамонович маларах Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕçрĕ. Кăçал вăл 95 çул тултарчĕ. Çавна май ăна «Сĕнтĕрвăрри районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята парса чысларĕç.

Иртнĕ вăхăта ас тăватăн-и?

Тепĕр ăстаçă Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнать. Федор Артамонов та çамрăк мар, 65 çулта. Унăн пуканийĕсем Терентий Парамоновичăннинчен самай пĕчĕк. Вĕсене касса кăларма кăткăсрах. Ăстаçă аллинче ĕç вĕрет, вутă пуленки пуканене çаврăнать. «Тепĕр чухне мăшăр та мăкăртатать çакăншăн, – куларах калаçать Федор Александрович. – Ăнăçăва кура лăпланать. Тепĕр тесен ĕçсе, çапкаланса çÿрени мар вĕт».

«Тарпа пиçнĕ çăкăр» композицире ĕç йĕркине сăнланă. Çăкăр туса илме çăмăл мар. Ăна алла иличчен тар кăларса вăй хумалла. «Çăкăр мĕнле пулнине кăтартас килчĕ. Çамрăк ăру ĕлĕкхи йĕркене ăса хывтăр, куртăр», – малалла сăмахлать арçын.

«Хресчен çурт-йĕрĕ» композици те илемлĕ. Кил-çурчĕ мĕне тăрать! Пÿртре кăмака та, сĕтел-пукан та, кравать та пур. Алăкĕ те уçăлса хупăнать. Кунтах – ĕç хатĕрĕсем. «Вĕсене вăхăтĕнче алран яман эпĕ», – тет вăл.

Федор Артамонов вырăнти «Красное знамя» хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пĕр вăхăт трактористра, каярахпа слесарьте вăй хунă. Çавăн пекех унăн аллинчен пуртă-мăлатук кайман. Халĕ те сĕтел-пукан ăсталать. Хăй валли çеç мар, ял-йыш валли те. Мастерской алăкĕ кулленех уçă: е савалать, е тук-тук шаккать. Пуканесене те кунтах «чун кĕртет».

Ку ĕçпе аппаланасси ăçтан пуçланнă-ха унăн? «Пĕр-ик çул каялла çĕрле шăл ыратма пуçларĕ, – куç умне кăларчĕ иртнине Федор Александрович. – Çывăраймастăп, нимĕнпе те чарăнмасть. Уткаласа çÿренĕ май пичче ÿкерчĕкĕ патĕнче чарăнтăм. Нарспипе Сетнере вĕтĕ пралуксенчен ăсталанăччĕ вăл. Вĕсене сăнанă май пуçа Çеçпĕл Мишшин сăвă йĕркисем пырса кĕчĕç: «Мĕскĕн хăта, сухапуç çынни, иртнĕ вăхăта ас тăватăн-и?» Ара, авалхи кун-çула çамрăксене кăтартас килчĕ. Çав вăхăтрах манăçа тухакан япаласене те. Çапла ерипен ĕçе тытăнтăм, шăл та ыратма чарăнчĕ».

Унăн пуканийĕсене шкул ачисем, кÿршĕ-аршă килсе кураççĕ. Паллах, музей йĕркелемен вăл, çапах та вĕсем унта-кунта сапаланса выртасран ешчĕке типтерлĕн пуçтарса хунă. Малашне, тен, музей та пулĕ.

Федор Александрович кăçал ялти курава хутшăннă. Куракансем унăн ĕçне пысăка хурса хакланă. «Шухăшланине пурне те пурнăçларăм. Малашне вăхăта мĕнле ирттермелле?» – пăшăрханать вăл.

Ватăсен пуканийĕсем те хăйсем пекех хастар. Вĕсене пурне те ĕç пĕрлештерет. Сăн-сăпатĕнче пурнăçа юратни, çемьешĕн тăрăшни палăрать. Халăхран тухнă пултаруллă ÿнерçĕсем, скульпторсем (манăн вĕсене çапла хаклас килет) çакна ĕненмелле кăтартса панă. Пуçра ăс пулсан алăран ĕç нихăçан та каймĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.