Комментировать

14 Июн, 2020

Ялта ĕне усракан кашни çемье хĕпĕртенĕ

Альбина КУЗЬМИНА, Канаш районĕнчи Яманкасси ялĕнче виçĕ ĕне усракан:
Килти хушма хуçалăх тытакансене сăвакан ĕнесене усранипе пулакан тăкаксене субсиди парса саплаштараççĕ тенине ирпе сĕт пама тухса илтсе кĕтĕм. Куншăн, чăнласах та, ялта ĕне усракан кашни çемье хĕпĕртенĕ.

Чăваш Енри ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн сăмахĕсене итленĕ кÿршĕ пулăшу мерисен йĕркене уçăмлăн ăнлантарса пачĕ. Выльăх усракансене пĕр ĕне пуçне — 2300 тенкĕ, икĕ ĕнешĕн — кашнин пуçне 3300 тенкĕ, виçĕ тата ытларах пулсан — кашнин пуçне 4300 тенкĕ парасшăн. Сергей Артамонов асăннă пулăшăва килти хушма хуçалăх тытса тăракан 22 пин çемье тивĕçме пултарать тенĕ. Эпир виçĕ ĕне усратпăр, çак пулăшăвăн пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк. Çакăн йышши тÿлеве кÿршĕ регионта панине те илтнĕ эпир, халĕ килте хушма хуçалăх тытакансене паракан пулăшу мери Чăваш Ене те çитнишĕн чун-чĕререн савăнатпăр. Унпа çулсеренех тивĕçтерсе пырасса шанатпăр.

www.hypar.ru

Канаш районĕнчи "Канаш" хаçат материалĕпе усă курнă.