Альбина ЮРАТУ: Кĕнеке-палăк лартас килчĕ манăн
Тинтерех кăна çĕнĕ кĕнеке — «88 интервью» — кун çути курчĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Журналистсен союзĕн Н.В.Никольский ячĕллĕ преми лауреачĕ Альбина Юрату (Любимова) кун-çути парнелерĕ ăна. Çак пулăм «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсене пушшех савăнтарать, хавхалантарать, мĕншĕн тесен çĕнĕ кĕнекери интервьюсем тĕрлĕ çулта пирĕн Издательство çурчĕн кăларăмĕнче «Çамрăксен хаçатĕнче» пичетленнĕ. Мĕн хавхалантарнă Альбина Васильевнăна çак ĕçе пуçăнма? Çак тата ытти ыйту тавра кĕнеке авторĕпе калаçрăмăр.
— Альбина Васильевна, хаçат-журналта пичетленнĕ статьюсемпе интервьюсен шутне кăна мар, кĕнекÿсенне те мантăн пулĕ, мĕншĕн тесен тепĕр чухне çулталăкра темиçе те кăларатăн.
— Пĕр вырăнта тăмалла мар. Çулсем те иртеççĕ, çавна май пурнăç опычĕ те хушăнсах пырать. Чăнах та, миçемĕш кĕнеке пулчĕ-ши ку? Калаймастăп. Малтанхисенче прозăлла сăвăсем ытларах пулнă. Эпĕ çырма шăпах вĕсенчен пуçланă. Пĕррехинче Петр Романов сăввăма килĕштернĕ те юрă тунă. Çапла майпа ун валли 20 ытла юрă çуралчĕ. Юрă çырмалли техникăна ăнланса çитсен çак енĕпе те ятарласа ĕçлеме тытăнтăм. Вĕсенчен каннă хушăра чун валли пĕчĕк калавсем шăрçаланма пуçларĕç. Паянхи кун тĕлне 27 калав çыртăм. Вĕсем — чунра амаланса тухнă пурнăç ÿкерчĕкĕсем. Ку кĕнекене те хатĕрлесе çитертĕм, анчах хăйĕн черетне кĕтсе выртать-ха. Кăна вара — «88 интервью» кĕнекене — маларах кăларас терĕм.
— Вăл ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Публицистикăпа çыхăннипе. Ăна кăларас шухăш пĕтĕмпех Дмитрий Моисеев журналистран пуçланчĕ. 9 çул каялла вăл, ун чухне «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕччĕ, мана «Чуна уçса калаçар» рубрика тытса пыма сĕнчĕ. Рубрика ячĕ хăех интервью паракан çын пирки май пур таран тарăнрах, тĕплĕнрех çырмаллине, унăн кăмăлне туллин уçса пама тăрăшмаллине пĕлтерет. Çак тапхăрта питĕ нумай материал пуçтарăнчĕ. Кĕнекен пĕрремĕш томне чăваш эстрадине халалларăм. «Çамрăксен хаçатне» халăхра тата ытларах сарас тĕллевпех çуралчĕ-ха ĕнтĕ вăл. Унăн ĕçченĕсем манăн шухăша ырланипе хавхалантăм, çине тăрса ĕçлеме пуçларăм. Кунта кĕрейменнисем — художниксем, композиторсем, художниксем тата ытти çинчен çырнисем — иккĕмĕш кĕнекере вырăн тупĕç. Малалла вулас…
www.hypar.ru
Надежда СМИРНОВА калаçнă. gatd.archives21.ru сăн ÿкерчĕкĕ.