Комментировать

8 Июн, 2020

Реабилитаци хатĕрĕсене илме çăмăлрах пулĕ

Чăваш Енри сусăрсене электроприводлă кресло-кÿме, ура валли ятарлă аппарат, çурăм шăммине тытакан хатĕр илме ÿлĕмрен çăмăлрах пулĕ.

Раççей Ĕç министерстви нумаях пулмасть çĕнĕ йĕрке йышăннă. Унта палăртнă тăрăх, сусăрсен хăйсене куллен кирлĕ реабилитаци хатĕрсене ылмаштариччен вĕсене медицинăпа техника экспертизине ярса вăхăт ирттерме тивмĕ. «Ортезсен 90 процентне пĕрех юсама май çук», – тенĕ Раççей ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Антон Котяков çĕнĕ йĕркене йышăннин сăлтавне уçăмлатнă май.

Çапла вара кресло-кÿмесемпе ортезсен вăхăчĕ тухсан вĕсене тÿрех ылмаштарĕç.

www.hypar.ru mintrud.cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: