Пенси укçине çуллен индексацилесси курăмлă пулăшу пулĕ
Ирина ОБЛИНОВА, Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн Етĕрне районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи:
— Раççей Федерацийĕн Конституцин статйисене тÿрлетÿ кĕртме сĕнни питех те вырăнлă. Пенси укçине çуллен индексацилесси курăмлă пулăшу пулĕ. Наци чĕлхисене аталанма май туса памалли çинчен калани килĕшрĕ. Çакна чун тахçанах кĕтнĕ. Ĕç çыннине çÿллĕ шая хăпартни уйрăмах савăнтарать.
Волонтер çынна чун ыйтнипе пулăшнине хăшĕ-пĕри ĕненесшĕн мар. Эпĕ Хĕрарăмсен союзĕн вырăнти уйрăмне 1994 çултанпа ертсе пыратăп. Общество ĕçне те волонтерсен юхăмĕпе танлаштарас килет. Пĕр шухăшлисен тытăмĕ пысăклансах пырать. Волонтерсене хăйсене те патшалăх хăйĕн хÿттине илме тĕллев тытнине ырламалла çеç.