Комментировать

3 Июн, 2020

Çамрăксене яла илĕртмелле

РФ Конституцине улшăнусем кĕртмеллине РФ Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарнă чухне каланă.

Тӳрлетӳсемшĕн сасăламалли куна акан 22-мĕшĕнче палăртнăччĕ. Анчах коронавирус сарăлнине пула каярах куçарма тивнĕ. Нумаях пулмасть Владимир Путин Тĕп суйлав комиссийĕн ертӳçисемпе тата Конституцие улшăнусем кĕртес енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕн членĕсемпе канашлу ирттернĕ. Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Элла Памфилова сасăлав кунне утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче ирттерме сĕннĕ. Владимир Путин унпа килĕшнĕ.

РФ Конституцине кĕртме сĕннĕ тӳрлетӳсенчен пĕри ял хуçалăхĕпе, çамрăксен политикипе çыхăннă.

ШУХĂШ

Михаил КОШКИН, Канаш районĕнчи чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари службин ертӳçи:

— Ветеринари енĕпе илес тĕк, мана çамрăксем ĕçлеме килменни пăшăрхантарать. Пирĕн район службинче 30 çула çитмен 4 çамрăк çеç ĕçлет сăмахран. Çĕршывăн Тĕп саккунĕнче çамрăксен политикипе çыхăннă тӳрлетӳсем пулсан, патшалăх вĕсене тимлесен лару-тăру улшăнасса шанас килет. Çамрăк ветеринарсене яла илĕртмелли программăсем, «Земство тухтăрĕпе» «Земство учителĕ» йышшисем, пулсан лайăх пек туйăнать. Ку ял хуçалăхне те аталанма пулăшĕ.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.