Сӑвӑссенчен асӑрханӑр!
Юлашки ҫулсенче республикӑра сӑвӑс нумайланчӗ. Вӑрмансен ҫывӑхӗнче пурӑнакансен пушшех те асӑрханмалла.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 25-31-мӗшӗсенче сӑвӑс ӳте тӑрӑннине пула медицина организацийӗсене 33 ҫын пынӑ. Ҫав шутра - 18 ача. Пӗлтӗр вара ку тапхӑрта 126 ҫын медицина пулӑшӑвӗ ыйтма пынӑ.
Пӗр эрне хушшинче Шупашкарти 16 ҫын (ҫав шутра 9 ача) ӳтрен сӑвӑс кӑларма пулӑшу ыйтнӑ.
Чӑваш Республикин гигиенӑпа эпидемиологи центрӗн лабораторийӗнче пӗр эрнере ӳтрен кӑларнӑ 64 сӑвӑса тӗпченӗ (ҫурхи тапхӑрта пӗтӗмпе - 255). Инфекциллӗ сӑвӑс асӑрхаман.
Ку лару-тӑрӑва Раҫҫей Потребсоюзӗн Чӑваш Енри управленийӗ сӑнасах тӑрать.
Аса илтеретпӗр, сӑвӑсран асӑрханас тесен ҫак йӗркене пӑхӑнмалла: хупӑ тумтир тӑхӑнмалла, пӑхкаласах тӑмалла, репеллентпа (сӑвӑсран сыхланмалли хатӗр) усӑ курмалла.
Ӳте сӑвӑс тӑрӑннине асӑрхасан ӑна май пур таран хӑвӑртрах кӑлармалла. Ҫакна медицина учрежденийӗнче пурнӑҫласан аванрах. Ҫав вырӑнти ӳте дезинфекци хатӗрӗпе сӑтӑрмалла. Сӑвӑса лайӑх хупӑнакан савӑта пуҫтармалла та лабораторие анализ ирттерме илсе каймалла.
www.hypar.ru Stopklopu.ru сăн ÿкерчĕкĕ