Комментировать

2 Июн, 2020

Пулăшăва вăйлатма май парĕ

Валерий ЛЬВОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ:

Конституцие кĕртме хатĕрлекен тÿрлетÿсен шутĕнче социаллă блокпа çыхăннисене уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Тĕпрен илсен, патшалăх чи пĕчĕк ĕç укçи ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри граждансене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулас çуккине шантарать. Çакă сахал тупăшлисене хушма пулăшупа тивĕçтерме май парать. Пенсисене те, çавăн пекех ĕçлекен пенсионерсенне те, ÿстерсех пырĕç. Тĕнче экономики вылянса тăнă саманара çакă аслă ÿсĕмрисемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ.

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.