Комментировать

2 Июн, 2020

Патшалăх планне тултарнă

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви хăйне пăхăнса ĕçлекен вăрман учрежденийĕсенчен федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Вăрмансене упраса хăварасси» регион проектне пурнăçлассишĕн кăçал палăртнă ĕçсене тума çирĕп ыйтать.

Йĕпреç вăрманлăхĕн Кушлавăш участокĕнчи питомникĕнче çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче хыр вăрлăхне — 9,4, чăрăшăнне — 1,2, лиçвакăнне 1,5 килограмм акнă.

— Çак культурăсен хунавĕсем 0,31 гектар çинче икĕ-виçĕ çул ÿсĕç, — пĕлтерчĕ Йĕпреç вăрманлăхĕн учрежденийĕн директорĕ Илшат Ахметов. — Вĕсене çитĕнтерме çĕнĕ лаптăксене е вăрмана çăралатма куçарса лартăпăр. Çурхи ĕçсем пуçланиччен вăрлăха сертификацилерĕмĕр, чир-чĕртен хÿтĕлеме тата ÿсеслĕхе вăйлатма хими им-çамĕпе, микроэлементсемпе хутăштартăмăр. Пилĕк агрегатпа акрăмăр. Килес çул хунавсем шăтарма пăхса хунă лаптăкра сидерат культура ÿстерсе сухалатпăр.

Акана Кушлавăш участокĕн ертÿçи Николай Павлов ертсе пынипе йĕркеленĕ. Унта Надежда Сидорова инженер, Геннадий Хураськин тĕп механик, Николай Руссков тата Владимир Степанов, Николай Тарасов трактористсем, Татьяна Токаревăпа Елена Домикова рабочисем, учрежденин ытти специалисчĕ хутшăннă. Çанталăк ăшăтсанах питомникра тепĕр тапхăр пуçланĕ: вăрăран шăтнă хунавсене çум курăкран тасатĕç, рет хушшине кăпкалатĕç.

Шăмăршă вăрманлăхĕн учрежденийĕ çак çуркунне — 13,9, унпа килĕшÿ çирĕплетнĕ арендаторсем 33,1 гектар лаптăка хыр лартнă. Питомникра кăвак чăрăш, çăка, юман, лиçвак, туя, хыр вăрлăхне акнă.

— Ку ĕçсене пурнăçласа патшалăхăн çуркуннехи планне тултартăмăр, — хыпарларĕ учреждени директорĕ Александр Цыганов. — Халĕ хунавсене çумлама, тĕм таврашĕнчи тăпрана кăпкалатма хатĕрленетпĕр. Çĕрте нÿрĕк çителĕклĕ, вăрман культурисемпе пĕрлех çум курăк та хăвăрт çитĕнет. Унпа кĕрешетпĕр.

Çурхи ĕçсене пурнăçлама Сергей Яковлев, Ильдар Зартдинов, Анатолий Петьков, Леонид Сакмаров, Денис Мулгачев вăрманçăсем, ытти специалист хастар хутшăннă. Коллектив вăй хурса ĕçленĕрен учреждени малаллах кайнине палăртрĕ директор. Шупашкар вăрман учрежденийĕн коллективĕ çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Атăл йăлăмĕнчи питомникра вăрăран шăтарма 0,73 га хыр акнă. Микроэлементсемпе ăна кунта та пуянлатнă, «Превент» препаратпа хутăштарса чир-чĕртен хÿтĕленĕ. 900 пине яхăн тĕп шăтасса кĕтеççĕ.

Сĕнтĕрвăрри вăрманлăхĕн Турханкасси участокĕн питомникĕнче çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче хыр 0,04 гектар акнă. — Унăн вăрлăхне тăпрана СКП9 сеялкăпа 1,8 килограмм варăнтартăмăр, — пĕлтерчĕ учреждени директорĕ Юрий Попов. — Нумай мар, çапах вун-вун пин шăтать. Вăрлăха эпир те сертификацилеттернĕ, микроэлементсемпе пуянлатнă, ятарлă препаратпа «наркăмăшлантарнă». Çак технологин усси пысăк. Тăпрари нÿрĕке упрассишĕн акнă хыççăнах йăрансем çине йывăç кĕрпине çÿхен сартăмăр, КН-1 катокпа пусăрăнтартăмăр. Çак кунсенче ăна пухса илетпĕр.

Питомник коллективĕ çу каçиччен 2018-2020 çулсенчи хунавсен рет хушшине кăпкалатать, вĕсене çум курăкран тасатать. Хунавсен 95% ытла шăтса çитĕнет. Питомникри ĕçсене учреждени директорĕ Юрий Попов ертсе пынипе пурнăçланă. Акара участок ертÿçи Эдуард Данилов, Евгений Маслов инженер, Николай Михайлов вăрманçă, Олег Павлов тракторист, Евгений Никулин, Светлана Данькова, Евгения Иванова рабочисем, ытти специалист тăрăшса ĕçленĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.