Комментировать

2 Июн, 2020

«Сирĕн телейĕр пулсан, тен, таврăнăп…»

«Юратнă çемьесем! Асран кайми хĕрĕмсем!» — вăрçă хирĕнчен тăван килне янă кашни çырăвне тенĕ пекех çапла пуçланă Семен Воробьев. Кашнинчех тăванĕсене, хурăнташĕсене, кÿршисене салам каланă. Семен Воробьев Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче 1896 çулта çуралнă, тăватă класс пĕтернĕ, таса çырас енĕпе чи тăрăшуллă вĕренекен пулнă. Çавăнпа унăн çырăвĕсем питĕ типтерлĕ, хитре почеркпа шăрçаланăскерсем çăмăллăн вуланаççĕ.

Семен Андреевич 19 çулта чухне Тĕнчен пĕрремĕш вăрçине кайнă, Финляндин стрелоксен 18-мĕш полкне йĕркеленĕ вăхăтра телефониста вĕренсе тухнă. Хитре çыракан каччă писарьте ĕçленĕ. 1918 çулхи кăрлач уйăхĕнче килне таврăннă, çу уйăхĕнче авланнă. Çав çулах ăна кĕркунне хĕрлĕ çара илсе кайнă. Семен Андреевича госпитальте писарь пулма уйăрса лартнă. Унтах вăл машинкăпа пичетлеме хăнăхнă. 1921 çулхи авăн уйăхĕнче килне таврăннă. Коллективизаци тапхăрĕ пуçлансан арçын колхоза кĕнĕ, хăйсен лашине пĕрлешÿллĕ хуçалăха панă.

Семен Воробьев ял канашĕнче тăрăшнă, пĕр ял çыннисемпе Сталинграда, Мускав облаçне ĕçлеме кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Семен Андреевич 45 çулта пулнă.

Çемьере пилĕк хĕр ÿснĕ: Евгения, Таисия, Элеонора, Валентина, Зинаида. «Эпĕ ун чухне 3-ре çеç пулнă», — аса илет Воробьевсен кĕçĕн хĕрĕ Зинаида Семеновна. Семен Андреевич хăйне фронта илсе кайиччен ял çыннисемпе пĕрле Сăр хĕрринче оборона линийĕсене çирĕплетес ĕçре тăрăшнă.

1942 çулхи юпа уйăхĕнче унăн та вăрçа кайма ят тухнă. Çĕнĕ Эйпеç арçынни миномет батарейине лекнĕ. 1942 çулхи раштав уйăхĕччен çар хатĕрленĕвĕнче пулнă, унта ăна стрелоксен 52-мĕш дивизине ăсатнă. Семен Андреевича каллех писарь ĕçне шанса панă, вăл çар штабĕ валли пĕлтерÿсем хатĕрленĕ. Воробьев Болгарие çитнĕ. Унта вăл хытах чирленĕ, туберкулез пуль тесе ăна госпитале сипленме янă. 1945 çулхи авăн уйăхĕнче килне таврăннă. Ăна «Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальпе чысланă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.