Асăрханăр: археологи палăкĕ
Çуллана вĕçен кайăксенчен те хытăрах кĕтекенсем – археологсем. Утă-çурла уйăхĕсенче вĕсем çĕр çывăрмасăр çĕр чаваççĕ. Специалист историксемпе пĕрлех студентсем те тăрăшаççĕ. «Аваллăх япалисем шырамалли сезон» уçăлас умĕн ИТАР-ТАСС çакнашкал хыпар пĕлтерчĕ: Тобольск хулинче пурăнакан 29 çулхи каччăна «Чăваш сăмсахĕ» ятлă археологи палăкне пăснăшăн 3 çуллăха тĕрмене хупма е 3 миллион тенкĕ штраф тÿлеттерме хасалаççĕ. Саккуна пăсакан хăйĕн юратнă хĕрне халалласа романтикăллă туйăмсен витĕмĕпе мыс çамки çине: «Милая Яна», – тесе чавса çырнă.
1970-1994 çулсенче Чăваш сăмсахĕнче археологсем экспедицисем ирттернĕ. Çыран тăрăхне – Киселевск сăрчĕпе Чăваш сăмсахне – регион шайĕнчи палăк тесе çирĕплетекен хута С.Собянин алă пуснă. Ун чухне вăл Тюмень облаçĕн губернаторĕ пулнă. Чăваш сăмсахне регионсем хушшинчи «Ермак йĕррисемпе» ятлă турист проектне кĕртнĕ.
Кĕске ăнлантару.
«Чăваш энциклопедийĕн» IV томĕнче çакăн пек ăнлантарни пур. «1581 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче сăмсах территорийĕнче Çĕпĕр ханĕ Кучумпа Ермак казакĕсен тĕкĕрчĕ (дружини) хушшинче татăклă çапăçу пулса иртнĕ. «И ту притупиша крепце бияхуся с самем Кучюмом, хотяши взяти Чювашский град на горе Чувашский и ту засясти на зиму, да пребудем в сидении сохранно, яко крепок бе Чювашский град окопами» (Пуçларĕç вара Кучумпа хăйĕнпе хытă çапăçма, Чăваш сăрчĕ çинчи Чăваш хулине илсе хĕл каçма çакăнта тĕпленме шут тытрĕç, вара тĕрĕс-тĕкел юлатпăр тĕпленсен, юрать çак Чăваш хули окопĕсемпе çирĕп), – пĕлтерет Çĕпĕр çул çыравĕ.
Чăваш хули, кайран вара сăрчĕ те (сăмсахĕ) çакăнта пурăнакан тĕкĕртçĕсем (дружинниксем) хăш халăх çыннисем пулнине кура çакнашкал ятсемлĕ пулнă. Кучум хан Тобол тăрăх Ермака хирĕç янă Махметкула çарĕнче те Çĕпĕр тутарĕсем, казахсем, хантсемпе мансисемпе пĕрле чăвашсем пулнă. «Çĕпĕр çул çыравĕсем» сборникра чăваш топонимĕсем 44 хут тĕл пулаççĕ.
1564 çулта Кучум хан Хусантан арăм илнĕ. Качча тухнă хатуньйăпа – çĕнĕ çынпа пĕрле Çĕпĕре ханлăх хĕсметĕнче тăракан питĕ нумай чăваш кайнă.
Информаци агенстви хыпарне пĕлнĕ хыççăн Чăваш Республикинчи археологи палăкĕсене тивмеççĕ-и текен ыйту та çуралать. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнчи археологи пайĕн сотрудникĕ Евгений Михайлов сăмахĕпе – аваллăх япалисене ăнсăртран е пĕлсе тăнă çĕртех пăсни пулкаласах тăрать. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр Хĕрлĕ Чутайри пĕр усламçă пĕве пĕвеленĕ чух Хуласюч ятлă улăп тăприне сиенлетнĕ. Канаш районĕнче Анаткас Татмăшра та темиçе çул каялла кунашкал ĕç-пуç пулнă. Ял «кÿлмекне» пĕвеленĕ чух йăла-йĕрке палăкне – Çĕр хапхине шыв айне тунă. Тимĕр шырамалли хатĕрпе кăралланнă «хура чавансем» никамран ыйтмасăр киреметсемпе хулашсене тустарни – хăнăхнă пулăм. Çĕр айĕнчен тем те чавса кăларма тăрăшакан «энтузиастсене» вара вырăнти влаç та, йĕрке хуралçисем те чарма шутламаççĕ.
Енчен те мĕнле те пулин пысăк ĕç тума шутласан, ял-хула тăрăхĕсен администрацийĕсене кĕрсе тухма ан ÿркенĕр: унта культура тата истори эткерĕн списокĕ пур. Паллăрах палăксем ăçта вырнаçнине, вĕсен хак-пĕлтерĕшне «Чăваш Республикин археологи картти» кĕнекере те пĕлме пулать. Ăна Чăваш кĕнеке издательстви пĕлтĕр кăларнă.
Валерий АЛЕКСИН