Турци ăсчахĕсем чăвашлăха тĕпчеççĕ
Чăвашăн чĕлхипе культури питĕ хăй евĕрлĕ. Çавăнпа чăвашлăх Раççейри тĕпчевçĕсене çеç мар, чикĕ леш енчи ăсчахсене те хытă кăсăклантарать. Чăвашăн ăс-хакăл мулĕпе интересленекенсем Америкăра та, Швецире те, Германипе Болгарире те сахал мар. Польшăра та пур. Венгри, Финлянди тата Турци çĕр-шывĕсенче вара чăвашлăха тĕплĕрех тĕпчесе пĕлес тесе уйрăмах тимлеççĕ.
Мĕн-ха ку: Силпиллĕ, Нарспиллĕ япала? Çапла, тĕрĕсех, Константин Ивановăн вилĕмсĕр поэмин пĕр пĕчĕкçĕ сыпăкĕ. Нарспипе Сетнерĕн телейсĕр юратăвĕ çинчен калакан хайлава турккă тĕпчевçи Эмине Йылмаз хăй чĕлхине куçарнă. Вунă çул хушшинче турккăлла «Нарспи» Анкарара 3 кăларăмпа тухма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ.
Канăçсăр чун-чĕреллĕ Эмине Йылмаз «Нарспипе» çеç çырлахман, чăваш чĕлхин аталану çул-йĕрне тĕпчесе икĕ кĕнеке тата çирĕме яхăн статья çырнă, пуян каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсене кĕнекелĕх пухса икĕ чĕлхепе кăларнă.
Фейзи Эрсой – хĕрĕхелле çывхарса пыракан ăсчах. Çирĕм виççĕре чухне Чăваш Республикине килсе кайнă, ялта уйăх ытла чăваш чĕлхине ăса хывнă, чăвашпа çыхăннă тĕпчевсене шĕкĕлченĕ. Унтан вара Улăп халапĕсене турккăлла куçарса кăларнă, пирĕн тупмалли юмахсене те тишкернĕ. Фейзи Эрсойăн тепĕр икĕ кĕнеки чăваш чĕлхипе çыхăннă: пĕринче – пирĕн чĕлхе тытăмне тĕпченĕ, тепринче – чăвашпа монгол чĕлхисен çыхăнăвĕсене çутатса панă.
Филологи ăслăлăхĕсен докторĕсем Эмине Йылмазпа Фейзи Эрсой çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта пулчĕç, Наци библиотекинче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, пысăк зала пухăннă халăхпа шăкăл-шăкăл чăвашла пуплерĕç. Ют çĕр-шывра тухнă чăвашла кĕнекесен хăтлавĕ (презентацийĕ) пĕчĕккĕн йăлана кĕрсе пыма пуçлани савăнтарать. Çулталăк каялла тĕп вулавăшра Турцире кун курнă «Улăпа» пахаланăччĕ.
20 пин сăвăлла йĕркерен тăракан чăваш эпосне Бюлент Байрам ăсчах турккăлла куçарнă та – икĕ чĕлхепе пичетлесе кăларнă. Б.Байрам – Кыркларели университетĕнчи хальхи тĕрĕк чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ. Вăл хăйĕн тĕпчевĕсенче чăвашлăхпа çыхăннă нумай-нумай ыйтăва хускатать: Ашмарин словарĕн çĕнĕ кăларăмĕ, чăвашăн ăс-хакăл пурнăçĕнчи ЮПА пĕлтерĕшĕ, пирĕн сăмахлăхри АРÇУРИ сăнарĕ тата ыт. те.
Бюлент Байрам сăмах кĕнекин ăсти пек те палăрчĕ. 2007 çулта Конья хулинче унăн «Чăвашла-турккăлла словарь» пичетленсе тухрĕ. Кĕнекере 12 пин çурă чăваш сăмахĕн çаврăнăшне турккăлла куçарса панă.
Чăваша тĕпчекен хальхи турккă ăсчахĕсем пирки сăмах пуçарнă чухне Метин Йылмаза аса илмесĕр иртме çук. Вăл Митта Ваçлейĕн поэзине, Борис Чиндыковăн «Çатан карта çумĕнчи хура хăмла çырли» пьесине, чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене турккăлла куçарса кăларчĕ. 2003 çулта Турцире чăваш литературин антологийĕ ятарлă ярăмпа пичетленсе тухрĕ. Унта 143 чăваш çыравçипе паллаштарнă, вĕсен хăш-пĕр хайлавне чăвашла тата турккăлла куçарса кĕртнĕ. Çак пархатарлă ĕçе Метин Йылмаз Юхма Мишшипе пĕрле тунă.
Афьон хулинчи Коджатепе университетĕнче тăрăшакан М.Йылмаза чăвашпа çыхăннă пур япала та кăсăклантарать. Вăл чăваш чĕлхинчи пуплев пайне – глагола – тĕплĕн тĕпчесе доктор диссертацийĕ хÿтĕленĕ, чăваш сăмахĕсене авалхи тĕрĕк сăмахĕсемпе танлаштарнă, чăваш юмахĕсенчи Кукша Йăван сăнарне тишкернĕ.
Г.ДЕГТЯРЕВ