Телейлĕ билет çакланнă
«Актриса пулни мана вăй-хăват парса тăрать. Килте лару-тăру япăх енне улшăнсан сцена çинче пĕтĕмпех манăçать. Калăпланă рольсем пурнăç çине урăхларах пăхма вĕрентрĕç, кăмăла çирĕплетрĕç», — тет РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки, Раççей патшалăх премийĕн лауреачĕ Валентина Ситова.
— Валентина Петровна, «Артист пуласси ачаран паллă», — теççĕ…
— Паллах, ача чухне чылайăшĕ юрлама-ташлама юратать. Эпир те кÿршĕ хĕрĕпе Люсьăпа концертсене хутшăннă, анчах çак шухăш чунра тĕвĕленнĕ пулсан та вăл пурнăçланасса шанман. Мĕншĕн тесен вăл вăхăтра артист профессине тĕп хулара хатĕрлемен. Мускава е Питĕре кайма укçа-тенкĕ кирлĕ. Атте-анне пуян мар, вырăнти колхоз ĕçченĕсен кил-çурта тирпейлесе тытса пыма, ачи-пăчине тумлантарма, çитерме çеç укçа çиткеленĕ. Çавăнпа артистка пуласси пирки шухăшлама пултарайман. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытрăм, анчах вĕренме кĕреймерĕм. Çапла майпа Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçлеме кайрăм. Унта вунă уйăх тăрăшрăм. Артиста вĕренме илессине хаçатра вуласа пĕлтĕм. Çавна май пуçра шухăш явăнчĕ: тен, мана та телейлĕ лотерея билечĕ çакланĕ? Чăн та, эпĕ телейлисен йышне лекрĕм. Ун чухне çак профессипе кăсăкланакан чылайччĕ. Вĕренме кĕрекенсен йышĕ те са-майччĕ: пĕр вырăна 13-14 çын. Çитменнине, Мускавра пĕлÿ илнĕ эпир.
— К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче эсир чылай роль калăпланă. Чи юратнă роле асăнма пултаратăр-и?
— Вĕсем маншăн пурте — юратнисем. Чуна парса калăплатпăр-çке вĕсене. Пĕчĕк е пысăк роль — пурте хамăн. Эпĕ вĕсене пурне те юрататăп. Пĕрремĕш роле вара манаймастăп. Мускавран вĕренсе таврăнсан Ф.Абрамовăн «Амăшĕпе хĕрĕ» спектакльте Лида сăнарне калăплама тивнĕччĕ. Вăл пысăк роль пулман, çапах яланах куç умĕнче.
— Камитре е драмăра выляма килĕшет?
— Эпĕ малтан, 15 çул та пулĕ, драмăсенче çеç вылянă. Питĕ телейсĕр шăпаллă хĕр-хĕрарăм ролĕсене калăплама тиветчĕ. Пĕррехинче Николай Корчаков режиссера эпĕ çапла каланă /хам астумастăп, пĕр ĕçтеш каласа кăтартрĕ/: «Николай Васильевич, тархасшăн, мана телейсĕр шăпаллă хĕрарăм ролĕсене текех ан парăр, мĕншĕн тесен пурнăçра пĕччен юласран хăратăп». Чăн та, пурнăçра та çаплах пулса тухрĕ. Каярахпа камитри рольсене пама пуçларĕç. Вĕсене выляма йывăрри пирки калать чылайăшĕ. Анчах манăн кăмăла каять. Камитре чун уçăлнине туйрăм. Эпир ачасем валли юмахсем те лартатпăр. Мана унти рольсем питĕ килĕшеççĕ. Ачасем ĕненсе пăхса ларни куçранах палăрать. <...>
— Артист пурнăçĕ еплерех?
— «Юрласа, ташласа укçа илетĕр», — теççĕ пирĕн пирки. Çак ене çеç кураççĕ вĕсем. Ытти курăнмасть, ан та курăнтăр. Вăл — чи йывăрри. Кураканăн чунне витерме пултартăмăр тăк — лайăх. Вăл куççульленни, ахăлтатса кулни пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ.
— Çын ĕçпе çеç пурăнмасть.
— Хам валли ĕç тупсах тăратăп. Дача туянтăм та унта чупатăп: пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтеретĕп. Водителе вĕренсе тухрăм, автомобиль туянтăм. <...> Тулли верси...