Комментировать

27 Мая, 2020

Социаллă сетьсенче хускатнă ыйтусене сÿтсе яврĕç

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видео-конференцçыхăну мелĕпе канашлу ирттерчĕ. Унта вырăнти влаç ертÿçисем халăх социаллă сетьсенче вырнаçтарнă ыйтусене мĕнле татса панине пăхса тухрĕç.

Чи малтанах Олег Николаев ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура хушнă ĕçсене мĕнле пурнăçлани пирки муниципалитетсен пуçлăхĕсем отчет турĕç. Улатăр хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов «Стрелка» микрорайонти 1-мĕш çурт çумĕнчи çырмара пухăннă çÿп-çап купине тăрăшсах тасатнине пĕлтерчĕ. «Ĕçсен 75% пурнăçларăмăр. Вунă машина çÿп-çап турттарса тухрăмăр. Ĕçе çу уйăхĕн 30-мĕшĕччен вĕçлетпĕр», — терĕ вăл. Йĕпреç районĕнче пурăнакансем вара вăрманта кирлĕ мар ăпăр-тапăр пухăннине пĕлтернĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Сергей Горбунов канашлура пĕлтернĕ тăрăх — çак купана регион Пуçлăхĕ каласан тепĕр кунхинех тасатнă.

Елчĕк районĕнче пурăнакансем ыйтнине те тивĕçтерме май килет: райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин Шăмалак — Яманчÿрел çула кăçал çурла уйăхĕнче тĕпрен юсама пуçлассине палăртрĕ.

Канашлура муниципалитетсенче пурăнакансем соцсетьсенче хускатнă çĕнĕ йывăрлăхсене те пăхса тухрĕç, кашни ыйтупа ÿкернĕ видеосюжетсене кăтартрĕç. Вĕсенчен виççĕшĕ çулсен тăрăмĕпе çыхăннă. Регион Пуçлăхĕ çынсем çĕкленĕ ыйтусене татса парас тĕлĕшпе хушусем пачĕ.

Олег Николаев ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисене социаллă сетьсенче тата хастартарах ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: