Комментировать

27 Мая, 2020

Калча япăх çитĕнет

Çанталăк ăшăтнă май пахчана парка, сывă калча куçартăмăр. Анчах йăран çинче вăл çитĕнме чарăнчĕ, çĕнĕ çулçисем те тухмаççĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши? Калча вăй илтĕр тесен мĕн тумалла? Специалистсем мĕн сĕнеççĕ-ши?

Мария АНТОНОВА, Патăрьел районĕ.

Сирĕн ыйтăва Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ольга БЕЛОВА хуравлать:

Культура япăх çитĕнни çанталăкпа çыхăннă. Юлашки вăхăтра каçхине, çĕрле çанталăк палăрмаллах сивĕтрĕ, сывлăш температури 2-4 градуса анчĕ. 10 градусран аяларах пулсан ÿсен-тăран çитĕнме пăрахать. Калчана пулăшма çак тапхăрта тислĕк шывĕпе шăвармалла. Çавăн пекех азот удобренийĕсем /мочевина, аммиак селитри лайăх пулăшаççĕ. Пĕр витре шывра 1 апат кашăкĕ ирĕлтермелле те сапмалла.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.