Комментировать

25 Мая, 2020

Алли хура та — чунĕ таса

Çуркунне — ялта пурăнаканшăн хĕрÿ вăхăт. Тыр-пул тата ытти çимĕç акмалли-лартмалли тапхăрта кашни кун хаклă. Уй-хир кĕркунне мĕнле тухăç кÿресси шăпах çĕр ĕçченĕн паянхи çаврăнăçулăхĕпе типтерлĕхĕнчен килет.
Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче пурăнакан Никитинсем темиçе çул каялла ĕç династийĕсен республикăри слетĕнче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Чкалов ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшакан йăхăн пĕтĕмĕшле стажĕ паянхи куна 260 çултан та иртнĕ. Династи ертÿçи Николай Никитин колхозра шут ĕçне çур ĕмĕре яхăн — 49 çул — пурнăçласа пынă. Шел, пилĕк çул каялла, 88 тултарсан, вăл ĕмĕрлĕхех куç хупнă. Николай Алексеевичăн шăллĕсем Виталипе Дмитрий, вĕсен мăшăрĕсем ял хуçалăхĕнчех вăй хунă. Хăйĕн виçĕ ывăлĕ те, кинĕсем те тăван колхозра чылай çул тăрăшнă. Вĕсенчен пĕри Болеслав тата унăн мăшăрĕ Надежда Никитинсем вара паян та, тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме çитнине пăхмасăр, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнчех вăй хураççĕ.

Утаймасан та… ĕçе васканă

— Ача пурнăçра нумай енĕпе ашшĕамăшне евĕрлет, унран тĕслĕх илет. Пирĕн çывăх çыннăмăр Николай Алексеевич пĕчĕклех сусăрланнă: ура чирĕпе аптăранă. Упаленсе çÿресен те ĕçрен пăрăнман. Шкулта вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынă аттемĕр. Çиччĕмĕш класра чухне ĕçлес кăмăлĕпе правление çитнĕ çакскер. Ăна табельщик тивĕçне сĕннĕ. Çак яваплăха йĕркеллех пурнăçланă вăл. Çапла шкултан вĕренсе тухсан колхозра шут ĕçне кÿлĕннĕ. Сусăрсен машинине тивĕçиччен аттене анне ĕçе çунашкапа туртса кайни халĕ те асра, — каласа кăтартать Николайпа Таисия Никитинсен 5 ачинчен чи асли Болеслав Николаевич.
Сывлăхĕ хавшакраххине пăхмасăр кĕрĕк арки йăваласа ларман Николай Алексеевич, ывăлĕсемпе хĕрĕсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх шутланнă. Ултă теçетке çула хыçа хăварнă Болеслав Никитин амăшне Таисия Полифроновнăна та çăмăл килменнине ăнланать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.