Комментировать

21 Мая, 2020

Пултарулăхне хакласа хут купăс парнеленĕ

Шупашкар районĕнчи Ăстакасси ялĕнчи «Кăмăл» çемье фольклор ансамблĕ кашнин чĕрине тыткăнласса иккĕленместĕп. Пĕрремĕш хут вĕсен пултарулăхĕпе паллашни куç умĕнчех. Акă, сцена варрине вăр-вар арçын ача тухрĕ те такмакласа ташша яра пачĕ. Тăпăр-тăпăр тутарать, чĕркуçленсе илет, ура тапса ташша чĕнет. Кам ун çине хавхаланса ан тинкертĕр?

Шупашкарти 53-мĕш шкулта ăс пухакан Дионис Егоров 3 çултах çемье фольклор ансамблĕн илемĕ пулса тăнă. 2011 çулта йĕркеленнĕ ушкăн 3 ăрури 24 çынна пĕрлештерсе тăрать. 7-шĕ — ачасем. Аслисене кура вĕсем те сцена çинче юрлаççĕ, ташлаççĕ, музыка инструменчĕсем калаççĕ.
«Кăмăл» çемье фольклор ансамблĕн пухмачĕ çитĕнÿпе пуян. 2015 çулта Пĕтĕм Раççейри «Раççей еткерĕн управçисем», «Завалинка» конкурссенче гран-прие тивĕçнĕ хыççăн вĕсен ят-сумĕ татах сарăлчĕ. Республика тулашĕнчи чăвашсем те яланах хапăл хастарсене, Шупашкар кунĕнче те халăха юрри-ташшипе савăнтараççĕ.
Пĕчĕк Дионис чăваш юрри-ташшипе кăсăкланма тытăннине кукамăшĕ Дина Николаевна лайăх астăвать. Купăс калакан, ура хуçса ташлакан кукашшĕне кăсăклансах сăнанă пĕчĕкскер. «Кукаçи, эс хусканусем мĕнле тăватăн?» — тесе асли хыççăн евĕрлеме тăрăшнă. Çитĕнсен ансамбль ертÿçи пулас ĕмĕтлĕскер шăпăрлансене вăйă картине йĕркелесе тăратнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.