Комментировать

19 Мая, 2020

Ачасем - пирĕн пуласлăх

РФ Конституцине кĕртме палăртнă тӳрлетӳсен шутĕнче ачасене ăс-хакăл, вăй-хал, тĕрлĕ енлĕ аталанма условисем туса парасси те пур.

Александр ПЕТРОВ, Элĕк районĕнчи фермер:

— РФ Конституцийĕн 67 статйине /1-мĕш пайĕ/ çапла хушса хуни пур: «Ачасем — Раççей Федерацийĕн тĕп пуянлăхĕ. Патшалăх вĕсене ăс-хакăл, ăс-тăн, кăмăл-сипет, вăй-хал тĕлĕшпе аталанма, гражданлăх, патриотизм енĕпе воспитани парассипе условисем туса парать». Кирлĕ, вырăнлă йĕркесем. Пирĕн пуласлăх — ачасенче. Вĕсене тĕрĕс воспитани парасси патшалăхран кăна мар, çемьерен те нумай килет. Туслă, пĕр-пĕрне хисеплекен, ĕçчен çемьере ӳсекен ачасем малашне çĕршывшăн усăллă çынсем пулĕç, аслă ăрăва хисеплĕç, ырă йăла-йĕркене упрама тăрăшĕç. «Мĕн акатăн, çавă шăтать», — тенĕ. Çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани пани кайран хамăрах ватлăхра ырлăх кӳрет.

Ача-пăчана ĕлĕкрен ĕçпе воспитани панă. Çавна май вĕсен урамра чупса çӳреме вăхăт та пулман. Çирĕп ӳснĕ, чирлемен. Халĕ ачасем пушă вăхăта ытларах телевизор умĕнче, интернетра ирттереççĕ. Сывлăх тĕлĕшпе те хавшак, аслисен ĕçне те вырăна хумаççĕ. Çак лару-тăрăва улăштарма вăхăт çитрĕ.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.