Комментировать

19 Мая, 2020

Ак вăхăтра - пĕрчĕ пулĕ шултра

ЧР Ял хуçалăх министерстви çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче республикăри 177 хуçалăхра, агропромăн чылай организацийĕнче, çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернине пĕлтерчĕ. Вегетацие вăхăтра пуçланăшăн вĕсене мухтас килет. Çумăр е юр пĕлĕчĕсем пăрăнса иртнĕ пуль, çавăнпа акана вĕçленĕ. Ку хуçалăхсем тĕрлĕ районтан. Паллах, вĕсен техника хăвачĕ, çĕр лаптăкĕ, вăрлăх, удобрени тата бензин-дизтопливо саппасĕ, ытти ресурс пĕрешкел мар. Апла-и, капла-и — акса пĕтернĕ! Çак финиш пĕрремĕш вырăнта паян.

Нумай хуçалăх акана вĕçлеменха, ăна тăсса янă. Минерал удобренийĕ, дизтопливо, хими им- çамĕ, вăрлăх вăхăтра турттарса килеймеççĕ-и, техника пĕрмай çĕмĕрĕлет-и е трактор рулĕ умне лартма механизаторсем çук-и? Çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне Елчĕк районĕнче çÿлте палăртнă культурăсене акса пĕтернĕ. Ака планне 100,4% /15901 гектар/ пурнăçласа вăрлăха ытти районтан 10-1,3 хут пысăкрах лаптăкра варăнтарнă,тăпрара нÿрĕк саппасĕ пысăк чухне ĕçе вĕçленĕ. Елчĕк енре те çумăр шапăртаттарсах тăнă. Апла пулсан акана 13-мĕшĕччен мĕнле вĕçленĕ?

— Эпир ăна иртнĕ уйăхăн 2-мĕш числинче пуçланă, — терĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов. — Ытти районта çанталăк ăшăтасса, тăпра пиçессе кĕтрĕç, çĕр ăшăнман-ха, акмастпăр терĕç. Иккĕмĕш сăлтав пирĕн техника хăвачĕ чылай пысăкрах пулнинче. Акакансем кăвак çутăран пуçласа çĕрлеччен, çĕре хатĕрлекенсем çĕрĕпех ĕçлерĕç. Çынсене талăкра икĕ-виçĕ хут апатлантарнă. Хуçалăхсене минерал удобренийĕпе, бензин-дизтопливăпа, хими им-çамĕпе, вăрлăхпа, кадрсемпе туллин тивĕçтернĕ, техникăна ĕçлеттерессипе нимле çивĕч ыйту та пулман. Район умне ЧР Ял хуçалăх министерстви минерал удобренийĕ кашни гектар пуçне 40 килограмран /ÿсен-тăрана кирлĕ япалисене шутласан/ кая мар хывма тĕллев лартрĕ, 50 кг ытла патăмăр.

Комсомольски, Патăрьел, Красноармейски, Канаш, Шăмăршă районĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене акмалли нумай юлман. Ыттисем вĕсенчен юлса пыраççĕ.

Хальхи вăхăтри техникăпа усă курнăран акана агротехникăра пăхнă вăхăтра вĕçленине «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕн директорĕн çумĕ — тĕп агрономĕ Алина Разумова та çирĕплетрĕ:

— Пирĕн тракторсен ĕç тухăçлăхĕ пысăк, çавăнпа çурхисем кăна 2805 га — республикăри пĕр хуçалăхшăн нумай — йышăнчĕç. Техникăна çуллен çĕнететпĕр. Акаччен вăйлă тепĕр трактор — Horsch — туянтăмăр. Хăвăрт чупать, сеялки сарлака. Темиçе агрегатпа 6-21 сехетсенче акнă. Техникăна специалистсемпе тивĕçтернĕ. Филиалра çынсем ĕçлесшĕн, мĕншĕн тесен ĕç укçи лайăх тÿлеççĕ, талăкра икĕ хутчен, çав шутра каçхине тÿлевсĕр, апатлантарчĕç. Акара-вырмара ĕç укçи пысăкрах. «Авангард» обществăн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин ертсе пынипе çурхи ĕçсене тĕрĕс йĕркеленĕрен те акана вăхăтра вĕçлерĕмĕр. Механизаторсем хăйсен кулленхи тивĕçне еплерех пурнăçланине хăй тĕрĕслесе çÿрерĕ, шăйрăк-шайрăка пĕтерме ыйтрĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.