Самолетсем вĕçме пуçлĕç
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура ЧР транспорт министрĕ Владимир Осипов çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «Победа» авиакомпани «Шупашкар — Мускав» тата «Мускав — Шупашкар» рейссене тепĕр хут йĕркелеме планланине пĕлтерчĕ.
Малтанхи вунă кун кашни икĕ кунра пĕрер рейс тăвасшăн, малашне — билет мĕнле сутăннине кура. Çак авиакомпани çĕртме уйăхĕн варринчен Шупашкартан Санкт-Петербурга, уйăх вĕçĕнчен Симферополе тата Сочие авиавĕçевсене пуçласшăн.
«Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен аэропортра тăрăшакан 234 çын ĕçе тухать. Вĕсене вăхăтсăрах отпуска янă, ĕç укçин иккĕ виççĕмĕш пайне тÿленĕ», — уçăмлатрĕ министр.
Олег Николаев эпидемиологи хăрушсăрлăхĕн мерисем пирки малтанах тĕплĕн шухăшламаллине палăртрĕ. «Эпĕ сире Роспотребнадзор ĕçченĕсемпе тачă çыхăну тытма сĕнетĕп: кĕтмен лару-тăру сиксе ан тухтăр тесен мерăсене халех вĕсемпе сÿтсе явăр тата йышăнăр», — терĕ Олег Николаев.