Комментировать

18 Мая, 2020

Вăрмансене сыхлар

Чăван Енре вăрмансенче йывăç лартассипе çыхăннă çурхи ĕçсем вĕçленнĕ.

Кун пирки çут çанталăк министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. Александр Юрьевич палăртнă тăрăх, 2020 çулта 1059,2 гектар çинче вăрмансене çĕнетесшĕн. Çав шутра çуркунне - 556,2 гектар, кĕркунне - 503 гектар. Ку ĕçсем валли федераци бюджетĕнчен "Вăрмансене сыхласси" регионти проектпа килĕшÿллĕн 30,2 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Талккишпех каснă вырăнсенче пĕлтĕрех касăсем туса çĕр хатĕрленĕ, кăçал çуркунне 561,1 гектар çинче йывăç лартнă.

Вăрман хуçалăхĕсен ĕçченĕсем питомниксенче хыр, чăрăш, лиственница акаççĕ. Вĕсем пурĕ 2,91 гектар лаптăк çинче ÿсĕç. Çамрăк хунавсем, 6 млн яхăн тĕмĕ, тепĕр 2-3 çултан куçарса лартма хатĕр пулĕç.

www.hypar.ru

Алина Изман.

Рубрика: