Комментировать

18 Мая, 2020

Ачасем сусăрланнă

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче 28 çулти амăшĕпе унăн 9 çулти хĕрĕ инкеке лекнĕ. Авари «Сăр» автоçул çинче пулнă. «Фольсваген-Пассат» рулĕ умĕнчи хĕрарăм-водитель кювета чăмнă. Машинăра хĕрарăмăн хĕрĕ пулнă. Иккĕшне те больницăна ăсатнă.

Çав кунах, 18 сехет те 30 минутсенче, Шупашкарти Николаев урамĕнче «Лада-Калина» машинăри 61 çулти хĕрĕнкĕ водитель 6 çулти ача çине пырса кĕнĕ. Пĕчĕкскер çуртсен картишĕнчен чупса тухнă. Урине хуçнă шăпăрлана больницăна илсе кайнă.

Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнче çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче пĕр арçын мотоблокпа пăрăх çине пырса кĕнĕ. Каярах мотоблок хуçин 13-ри хĕрне тухтăрсен пулăшăвĕ кирлĕ пулса тухнă.

www.hypar.ru ЧР ШĔМ сайтĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Рубрика: