Чылай çемьене тӗрев кирлӗ
Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин регионсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе санитари-эпидемиологи лару-тăрăвне сӳтсе явнă. Владимир Владимирович иртнинче хамăр тĕллĕн килте лармалли режим çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсăлассине, çак вăхăталла регионсен ку режимран тухмалли план хатĕрлемеллине каланăччĕ.
Владимир Путин Раççейре канмалли кунсем пулни пирки каланăранпа 6 эрне иртнĕ. Çакă вирус сарăлас хăвăртлăха чакарма пулăшнă. Ку вăхăт сывлăх сыхлавне тата çирĕплетме май панă. Унччен йывăр чирлисене сиплемелли 29 пин койка пулнă тăк халĕ — 130 пин. Ӳпкене сывлаттармалли аппаратсен резервне хатĕрлени те уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Халĕ пур регион та йывăр чирлисене йышăнма, сиплеме хатĕр. Коронавируса палăртмалли тестсене нумайрах ирттерме тытăннă: кашни кун 170 пине яхăн тест тăваççĕ.
Ку инфекцие пуçламăш тапхăрта палăртма, çынна йывăр чирлесе ӳкичченех пулăшма май парать. Кунсерен тест нумай тунăран чирлисен йышĕ ӳссе пырать, ку, ахăртнех, çынсене хăратать. Анчах чирлисене мĕн чухлĕ нумайрах тупса палăртаççĕ, çавăн чухлĕ хăвăртрах эпидемие парăнтарăпăр. Çу уйăхĕн варринче кунне 300 пин тест ирттерме палăртнă. Владимир Путин çу уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа пĕрлехи ĕçлемелли мар кунсем çĕршывшăн тата экономика тытăмĕсемшĕн вĕçленнине пĕлтернĕ. Анчах ку эпидеми пĕтнине пĕлтермест. Паллах, ятарлă режимран пĕр самантра тухма çук. Çак ĕçе кашни регионăн лару-тăрăва шута илсе тапхăрăн-тапхăрăн, асăрханса тумалла. Кун валли вара вăхăт кирлĕ. Раççейре, унчченхи пекех, массăллă мероприятисем ирттерме юрамĕ, çынсен санитари правилисене пăхăнмалла.
Халĕ социаллă учрежденисенче ĕçлекенсене те йывăр килет. Президент вĕсене ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен хушса тӳлемеллине пĕлтернĕ. Кунашкал учрежденире ĕçлекен тухтăрсене икĕ эрне сменăшăн 40 пин тенкĕ памалла. Коронавируспа чирлĕ пациентпа ĕçленĕшĕн — 60 пин тенкĕ, социаллă тата педагогика ĕçченĕсене, вăтам медицина тата администраци персоналне — 25 пин тенкĕ. Вĕсем чирлĕ çынпа ĕçлеççĕ тӗк — 35 пин тенкĕ.
Унччен Владимир Путин çак йывăр тапхăрта çемьеллĕ ачасене пулăшмалли мерăсем йышăннăччĕ. Анчах ку, унăн шухăшĕпе, çителĕксĕр. Халĕ чылай çемьене тĕрев кирлĕ. Çавна май Президент хушма мерăсем йышăннă. Ача пăхнишĕн тӳлекен пособин чи пĕчĕк виçине икĕ хут ӳстерĕç: 3375-рен 6751 тенке çитĕ. Кун пек пособие ĕçлемен çынсем илеççĕ, çав шутра — студентсем те.
Ку тапхăрта бизнеса та çăмăл мар. Раççейре ĕçсĕррисен йышĕ 1 млн та 400 пине çитнĕ. Ку, ака уйăхĕн пуçламăшĕпе танлаштарсан, икĕ хут пысăкрах. Çĕршыв ертӳçи ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе ĕçлемеллине палăртнă. Бизнеса пулăшмалли мерăсене унччен те йышăннăччĕ-ха, хальхинче çĕннисемпе паллаштарчĕ. Çĕртмен 1-мĕшĕнчен ятарлă кредит программине /2 процентлă ставкăпа/ хута ярасшăн.
Унпа эпидемирен шар курнă предприятисем, социаллă пĕлтерĕшлĕ коммерциллĕ мар организацисем усă курма пултарĕç. Кредита 2021 çулхи акан 1-мĕшĕччен тӳлесе татмалла. Кредит программи вăйра пулнă тапхăрта предприяти ĕçченĕсен 90 процентне сыхласа хăварать тĕк кредита тата проценчĕсене патшалăх тӳлесе татĕ. Ку кăтарту 80 процентпа танлашсан çуррине саплаштарĕç. Иккĕмĕшĕнчен, харпăр усламçăсем, шар курнă пĕчĕк тата вăтам усламçăсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ коммерциллĕ мар организацисем кăçалхи иккĕмĕш кварталта налук /НДСсăр пуçне/ тӳлемĕç.
Пĕлтĕр Мускавра, Тутарстанра, Мускав тата Калуга облаçĕсенче хăйсем тĕллĕн тăрăшакан çынсем /куçман пурлăха тара паракансем, репетиторсем, няньăсем тĕслĕхрен/ хăйсен ĕçне официаллă майпа çирĕплетме пултарнă /340 пин яхăн çын/, вĕсем тупăшран 4 е 6 процент налук тӳлеççĕ. Унашкаллисене 2019 çулта хывнă налука тавăрса пама йышăннă.
Кăçал вара 23 регионта хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем регистрациленме пултараççĕ /650 пин çын регистрациленнĕ/. Ун пеккисене ĕç укçин чи пĕчĕк виçи чухлĕ /МРОТ/ «налук капиталĕ» пама йышăннă. Харпăр усламçăсене кăçал страхлав взносĕ тĕлĕшпе пĕр МРОТ чухлĕ налук кăларăвĕ пама сĕннĕ. Мĕн пур субĕектра тенĕ пекех предпринимательсене, çемье предприятийĕсене, пысăках мар бизнеса микрофинанс пулăшăвĕ паракан патшалăх тытăмĕсем ĕçлеççĕ. Президент вĕсене докапитализаци тума, ку тĕллевпе 12 миллиард тенкĕ уйăрма сĕннĕ. Ку укçана çитес çулсем валли «Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшасси» нацпроекта хывнă пулнă. Президент шухăшĕпе, ку нухрата халех хута ямалла.
Мальвина ПЕТРОВА, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн пай пуçлăхĕ:
— 3 ача амăшĕ пулнă май, патшалăх çемьесене хăйĕн хӳттине илнине ырлатăп. Чи кирли — тивĕçлĕ пулăшу вăхăтра çитни, мĕншĕн тесен кая юлсан каю шăтать. Тата, манăн шухăшпа, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрсем лайăх пурнăçшăн кĕрешни харама кайманнине те çирĕплетет çакă. Вĕсем çĕнсе илнĕ ырлăха упраса халăх патне илсе çитерни — пысăк чыс. Мăшăрпа иксĕмĕр те ĕçлетпĕр, шалу илетпĕр. Ачасем пурте 3 çултан иртнĕ. Эппин, кашниншĕн 10-шар пин тенкĕ парĕç. Ку пирĕн пысăк çемьешĕн — вăхăтлă пулăшу.