Комментировать

13 Мая, 2020

Хинган шуçăмĕ

Лидия Архиповна шартах сиксе вăранчĕ. Кам чĕнчĕ çак ăна? Шăппăн та вăрăммăн ятранах чĕнчĕ: «Ли-и-и-да». Тулта çапса çумăр çăвать. Пÿрт тăрринче чăрсăр тумламсем ташлаççĕ. Пĕчĕк хрущевкăра тĕттĕм, куçран чиксен те нимĕн те курăнас çук. Çук, Лидия Архиповнăна никам та чĕнме пултарайман. Вăл тăрса ларсан кивĕ урай хăми чĕриклетсе илчĕ — çавă çеç.
— Тĕлĕк аташтарчĕ пулас, — тесе хĕрарăм каллех выртрĕ, тепĕр аякĕ çине çаврăнчĕ, анчах çывăрасси пулмарĕ. Ыйхă тарчĕ те, Лидия Архиповнăн шухăшĕ мăнукĕ çине куçрĕ. Лешĕ Мускавра пурăнать, вăтăра та çитрĕ ĕнтĕ, çаплах çемье çавăраймасть. Ун ялан — ĕç те ĕç. Ачисене хăçан çуратас тет-ши? Çамрăклах медицина наукисен кандидачĕ пулса тăчĕ. Çитмест-им-ха?..
Унтан ватă хĕрарăма упăшки аса килчĕ. Илемлĕскерччĕ унăн вăл. Хĕрĕх виçĕ çул пĕрле шăкăл-шăкăл пурăнчĕç. Мăшăрĕ куçне хупнăранпа çичĕ çул та çитрĕ, вăл вара çаплах таптать çак çылăхлă çĕре. Хĕрарăм каллех тепĕр май çаврăнса выртрĕ. Çук, тек çыврасси пулмасть. Тăмалла пуль. Ĕçĕ те нумай паян. Малтан библиотекăна çитмелле, кайран пасара кĕрсе кавăн туянмалла... Кавăнĕпе вăл пăтă пĕçерĕ. Кукăль çупсан та аван пулмалла. Ывăлĕ Николка кукăль юратать. Амăшне манмасть вăл, Тав Турра, килсех çÿрет.
Лидия Архиповна кухньăна кĕрсе плита чĕртрĕ, чейник лартрĕ. Чÿрече патне пырса урамалла куç ывăтрĕ. Тухăç енчи пÿртсен тăрри хĕп-хĕрлех иккен. «Таçта пушар таврашĕ тухман пуль те...» — хăраса кайрĕ ватă çын. — Их, ватăлтăм иккен, ватăлтăм! — хăйне сасăпах ÿпкелесе илчĕ вăл. — Мĕн пушарĕ пултăр? Хĕрелсе хĕвел тухать, çĕнĕ кун пуçланать.
Нумай-нумай çул каялла амăшĕ ăна мăйĕнчен ачашшăн кăтăкласа вăрататчĕ: «Тăрсам, хĕрĕм, куçна уç. Хĕвел тухать авă». Ах, епле хитреччĕ ун чухнехи шуçăм, анчах çав тери çывăрас килетчĕ. Ăçта-ши халь çав ыйхă?.. Инçетеинçете тăрса юлнă ачалăхне аса илнĕ май карчăкăн пичĕ ăшă кулăпа çуталчĕ, вăл пуçне сулласа илчĕ, пичĕ çине юхса аннă куççуль тумламне шăлса типĕтрĕ.
Çапах та Хинган тăвĕсем патĕнчи пек илемлĕ шуçăм вăл урăх ниçта та курман. Миçе хутчен курнăччĕ-ши вăл ăна: çиччĕ е саккăр? Ытларах та пуль. Халĕ ĕнтĕ ăçтан йăлтах астăвăн?
Пиçсе çитнĕ арпус варри пек хĕпхĕрлĕн хĕмленетчĕ Хинган тăвĕсем урлă курăнакан шуçăм. Аса илÿ тыткăнне лекнĕ Архиповна хăйне каллех çап-çамрăк пек туйса илчĕ, унтанпа утмăл пилĕк çул иртмен те тейĕн. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.