Паттăрсен ячĕсем манăçмаççĕ
Пĕр çулхине мана мухтавлă çар пуçĕ, тăватă хут Совет Союзĕн Геройĕ Г.К.Жуков çуралнă тăрăха, Калуга облаçĕнчи Жуков ялне, çитсе курма тÿр килнĕччĕ. Облаçри унăн ячĕпе хисепленекен краеведени музейĕпе пăлханса та хавхаланса паллашрăм.
Унта паллă çар пуçĕн япалисемпе докуменчĕсене, унăн парнисене типтерлĕн упраççĕ. Çулсеренех 30-35 пин çын пырса курать музее. Хамăр çĕршывран çеç мар, чикĕ леш енчен те йышлăн килсех тăраççĕ.
Шухăша кайса, пăлханса утатăп Жуков ялĕн урамĕпе. Кунти тавралăх мухтавлă полководец сывлăшĕпе сывлать, ăна асра тытать. Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 50 çул çитнĕ май ятарласах çĕнетнĕ илемлĕ те пысăк сквера кĕретĕп. Умра — маршал бюсчĕ. Унта ăна СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ «Ылтăн Çăлтăр» медальпе наградăлани çинчен калакан указсен тексчĕсене вырнаçтарнă.
Акă кĕтмен тĕлпулу. Вăрçă çулĕсенче Г.К. Жукова сыхланă Н.Х. Бедов запасри офицерпа паллашрăм. Ыйту хыççăн ыйту хускатрăмăр.
«Георгий Константинович мана çапла каланăччĕ: «Эпĕ хамăн пурнăç çинчен кĕнеке çыртăм. Эсĕ мĕншĕн ахалех ларатăн? Мĕн кăна курман, мĕн кăна илтмен, мĕн кăна пĕлместĕн пулĕ, çапах та шăпăрт тăратăн. Ĕçе пуçăн, тусăм, пуçăн. Питĕ кирлĕ ку».
«Халĕ пенсире. Вăхăт та нумай, лар та çыр, — терĕ вăл ун чухне. Çапах та Жукова сăнласа пама ăçтан сăмах тупса пĕтерес-ха? Вăл мĕнлерех çын пулнине темле тăрăшсан та каласа кăтартма вăй çитмĕ. Ыттисенчен пачах уйрăлса тăракан хăйне евĕрлĕ полководецчĕ вăл. Эпĕ, паллă ĕнтĕ, унăн пурнăçĕн хăрушсăрлăхĕшĕн яваплăччĕ. Кирек ăçта пулсан та сыхлăха пĕр самантлăха та çухатман. Вăл çывăрма выртсан вăхăта тепĕр пÿлĕмре чăлăм куç хупмасăр ирттереттĕм. Миçе хут каламан-ши вăл мана: «Тĕлĕрсе ил, хурал шанчăклă-çке», — тесе. «Çапли çапла та, маршал юлташ, сыхлакана Турă та сыхлать», — тесе хуравлаттăм. Ларатăп-ларатăп та ман «ăмăрт кайăксем» хăйсен служба тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине тухса пăхатăп.
«Жуковăн вилмелле те, аманмалла та ан пултăрччĕ, — кĕлĕ тунăн каласа çÿреттĕм ăшра, — ун чухне тăшмана та çапса аркататтăмăр».
Час-часах манран çапла ыйтаççĕ: «Хăйне вăйлă хурал сыхланă пулсан та Георгий Константинович çумра хĕç-пăшал чиксе çÿренĕ-и?» Çÿренĕ, сых ятне. Халĕ çак пистолет СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Тĕп музейĕнче истори экспоначĕ пек упранать. Сăмах май, Жукова унпа усă курма тÿр килмен.
Георгий Константиновича хаваспах фотоаппаратпа ÿкереттĕм эпĕ. Манăн юратнă «ФЕД» яланах хампа пĕрлеччĕ. Астăватăп-ха: Берлин операцийĕ вăхăтĕнче, Зееловск тÿпемĕнче танксем наступление кайрĕç. Жуков тĕмеске çине хăпарса тăнă та бинокльпе пăхать. Сулахай урине кăштах хуçлатнă, сылтăммипе çирĕппĕн пусса тăрать. Пичĕ çинчи кашни тĕртĕмĕ туртăннă. Ку саманта çухатас килмерĕ. Халĕ çак сăн ÿкерчĕк — чи юратнисенчен пĕри.
«Давай, давай, фотограф, — тенĕччĕ вăл пĕррехинче шÿтлесе, — курăн акă, историе кĕрĕп».
«Эпĕ ахаль анчах, маршал юлташ, асăнмалăх», — текелесе ун патĕнчен пăрăнса утрăм ун чухне. Хам вара унăн кашни утăмне пленка çине сăнлама тăрăшаттăм.
Мухтавлă çар пуçĕн кăмăлсипечĕ пирки кĕскен каласа хăварам. Çапла, Жуков çирĕп ыйтакан, пăхăнакансене хытă тыткалакан çар пуçĕччĕ. Ун чухне, пире тăшман çав тери нумай хĕн-асап кăтартнă вăхăтра, урăхла пулма та пултарайман. Мускавшăн çапăçнинех аса илер: çав тапхăрта хăшĕ-пĕри сехĕрленсе ÿкни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Вăл вара пирĕн çарсем тăшмана тĕп хула таврашĕнче çĕнтерессе шаннă, ĕненнĕ. Пĕррехинче Георгий Константинович ман умрах пĕр генерала ятласа илчĕ: «Эсир пирĕн хыçра мĕнле хула пулнине тата текех чакма вырăн çуккине манса кайнă пулас!»
Унăн канмалли вăхăт пулманпа пĕрех, мĕншĕн тесен вăл яланах тăшмана хăвăртрах çапса аркатасси пирки шухăшланă. «Вăрçă хыççăн канăпăр!» — тени уншăн тĕп девиз пулнă. Çапах тепĕр чухне, кăштах та пулин пушансан, сунара каятчĕ. Авалхи вырăс юррисене те вăл питĕ юрататчĕ. Нина Русланова хăйĕн сассипе ăна тыткăнлатчĕ. «Маршал хăйĕн юррине шăрантарать тĕк, эппин, ĕçсем япăх мар-ха», — теттĕм вăл юрланине илтсен.
Вăрçă пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Кĕçех — Çĕнтерÿ парачĕ. Пĕррехинче вăл мана çул хĕррине тăма ыйтрĕ те çапла каларĕ: «Манран парад йышăнатăн тесе шухăшла. Кайран хăв асăрханă йăнăшсене, эпĕ ут çинче мĕнле ларнине, калăн», — терĕ мана. Хампа хам кăмăллăн тăратăп. Епле-ха, Жуков хăй мана итлет-çке! Малалла вулас…
Вячеслав ПЕРОВ. Çĕнĕ Шупашкар хули.