Ĕçлев центрĕсенчен пулăшу ыйтакансен шучĕ нумайланнă
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ытларикун иртнĕ канашлура ĕçлев рынокĕнчи лару-тăру çинчен ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каласа пачĕ.
Пандеми ку сферăна япăх витĕм кÿни вăрттăнлăх мар: пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлев центрĕсенчен пулăшу ыйтакансен шучĕ тăруках хушăннă. Çак условисенче коронавирус инфекцийĕнчен сыхланмаллине кура хупăннă предприятисен ĕçсĕр юлнă çыннисене 12 пин тенкĕ ытларах тÿлеççĕ, министр çынсем çак укçана ака-çĕртме уйăхĕсемшĕн илессине çирĕплетрĕ.
Алена Геннадьевна çавăн пекех социаллă политика стратегийĕпе паллаштарчĕ. Унта палăртнă ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Çав шура — ĕçлев центрĕсен тытăмне аталантарасси. Канашрине çĕнетнĕ ĕнтĕ. Кăçалах Улатăрта модель шайĕнчи кадр центрĕ хута кайĕ. Çитес çул çавнашкал центр Шупашкарта ĕçлеме тытăнĕ.
Стратегин тĕп тĕллевĕ — граждансен сывă та хастар пурнăçĕн тăршшĕне тăсасси. Çак тĕллеве пурнăçламалли ĕçсем анлă. Çав шутра — чухăнлăха чакарасси, çынсен тупăшне пысăклатасси тата ытти те.