Комментировать

8 Мая, 2020

«Шыв хĕррине çитрĕмĕр, кĕпере сÿтнĕ, каçма çук»

Ветеран 75 çул каяллахине те манман

Дмитрий Аввакумовпа пĕрле 1941 çулта Тăвайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хĕр-упраçпа яшкĕрĕм, ахăртнех, ачасене пĕлÿ парасси, çынсене чир-чĕртен сиплесси, колхоз-совхозра выльăхчĕрлĕх ĕрчетесси, тыр-пул çитĕнтересси пирки ĕмĕтленнĕ. Анчах Совет Союзне сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ нимĕç фашисчĕсем çамрăксен пысăк тĕллевĕсене пĕр кунра çапса хуçнă.

Мускавран – 18-20 çухрăмра

Пĕрисем çутă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртессине каяраха хăварса Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса тÿрех кайнă, теприсем тылра йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕсенче Дмитрий Аввакумов Тăвай-Йăнтăрчă сăрчĕсенче укрепленисем тума хутшăннă. Çĕр-çĕр çын ĕçленĕ унта, окоп чавнă, танк çулĕсене пÿлмелли шăтăксем алтнă... Çакăн евĕрлĕ хÿтĕлев линийĕсем чăваш халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăхне, чăтăмлăхĕпе харсăрлăхне кăтартаççĕ. 1942 çулхи çурла уйăхĕнче Дмитрий Ивановичăн салтак ячĕ тухнă...
— Канаша пире, пĕр вăтăр çынна, çурлан 23-мĕшĕнче Тăвай райĕçтăвкомĕн секретарĕ леçрĕ. Мана чаçсенчен килсе çийĕнчех илсе каякан пулмарĕ. Пĕр-икĕ эрне саппас полкра тăтăм. Унтан çав саппас полкран 518-мĕш артиллери полкне йĕркелерĕç. Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăрçа кĕтĕмĕр, — çапларах пуçланчĕ ветеранăн аса илĕвĕ.
Дмитрий Аввакумов тăшманпа I-IV Украина фрончĕсенче çапăçнă, разведчик те, связист та пулнă, ытти тивĕçе те пурнăçлама тивнĕ.
тивнĕ. — Ун чухне Мускавран 18- 20 çухрăмра тăраттăмăр. Мана разведчиксем патне апатпа ячĕç те унтах хăварчĕç. Разведка ĕçĕсене тума хутшăнтăм вара. Унтан Ворошиловград çулне сыхлама куçарчĕç. Кайран Белая Церковь хулине ячĕç, хыççăн Польшăна ăсатрĕç. Пĕррехинче Карпат тăвĕсен хĕррипе пынă чухне тăватă-пилĕк разведчикпе тĕл пултăмăр, кăвайт чĕртсе канма лартăмăр. Мана вут пăрахса тăма каларĕç. Нимĕçсем кунтан тарса кайнă чухне кĕл ăйне граната хурса хăварнă. Çавă сирпĕнсе кайрĕ, манăн урана лекрĕ, сулахай пĕçĕрен амантрĕ. Госпитале каймарăм. Тÿрлениччен тесе дежурнăй телефонист пулма лартрĕç. Ура сипленсен малти рете куçарчĕç. Унта телефон линийĕсем вĕçĕмсĕр татăлаççĕ. Кам юсать? Хамăнах сыпса ĕçлеттермелле пулнă, — Дмитрий Иванович калаçăвне итленĕ май вăрçăри кунсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухрĕç.
Шăпах çак ĕçшĕн вăл «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ. «Аввакумов юлташ фронтра 1942 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшренпе. Çапăçусенче вăл час-часах паттăрлăх кăтартать. 1942 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Чернышевское таврашĕнче тăшман вирлĕ персе тăнă вăхăтра темиçе хутчен те çыхăнăва йĕркене кĕртрĕ, çавăнпа хамăрăннисене вăхăтра вут-хĕм сапма май туса пачĕ. 1924 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă, чăваш», — çырнă награда хутĕнче. Хыççăнах ăна «Хастарлăхшăн» медальпе наградăланă. Малалла вулас…
www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.