Комментировать

7 Мая, 2020

Хӳтлĕх, тĕрев кирлех

Çĕршывăн Тĕп саккунне — Конституцие — улшăнусем кĕртесси пирки пирĕн вулакансен шухăшĕпе малалла паллаштаратпăр.

Ольга НЕСТЕРОВА, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тĕп дирижерĕ:

— Чи малтанах патриотизм çине пусăм тăвас килет. Кашни çыннăн хăйĕн тăван çĕршывĕн патриочĕ пулмаллах. Тĕп саккунра çакăн пирки пайăррăн калани питех те пĕлтерĕшлĕ.

Улшăнусенче çавăн пекех аслă ăрусене тимлĕх ытларах уйăрма палăртни килĕшет. Атте-анне пире кун çути пилленĕ, ӳстернĕ. Çĕршыв аталанăвне те вĕсем хăйсен тӳпине хывнă. Çемье институтне те хӳтлĕх кирлех, ăна вара çирĕп гарантилемелле.

Хам тăрăшакан тытăм пирки те каламасăр иртеймĕп. Культура, искусство общество аталанăвне ырă витĕм кӳрет, оптимизм çуратать, пурнăçа юратма вĕрентет. Çавăнпа та çак тытăма тĕревлемеллех.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.