Шăхасанти палăк умне чĕрĕ чечек хунă
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян республикăн тĕрлĕ районне çитсе унти уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă. Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнче те пулнă.
"Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса палăк лартнă. Стенда фотосене вырнаçтарнă. Вăл майăн 9-мĕшĕ тĕлне хута каймалла. Юнашар парк пулĕ. Олег Николаев тата Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Ертÿçин çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн экономика политики, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Сергей Павлов, Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов унта чĕрĕ чечек хучĕç", - тесе пĕлтерчĕ "Хыпар" издательство çурчĕн "Хресчен сасси" хаçачĕн корреспонденчĕ Лариса Никитина.