Комментировать

7 Мая, 2020

Ашшĕн кĕрĕкĕнчен çĕленĕ пиншакпа окоп чавма кайнă

1941 çул. Кĕркунне. Нимĕç фашисчĕсем Мускав çывăхĕнче тăнă вăхăтра Сăр юхан шывĕ хĕрринче тăшманран хÿтĕленмелли окопсем чавма палăртнă. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енри çынсене унта яма тытăннă. Çак йышра Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте пурăнакан Анна Григорьева та пулнă. Вăл вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи йывăр кунсене аса илчĕ.

Кăвайт умĕнче ăшăннă

«Атте Матвей икĕ хут авланнă. Пĕрремĕш арăмĕ виçĕ ача çуратнă, пĕри пурнăçран уйрăлнă. Мăшăрĕ вилсен Лидийăна /манăн анне/ качча илнĕ. Вăл та виçĕ ачана çут тĕнче кăтартнă. Петьăпа иксĕмĕр — йĕкĕреш. Яланах пĕрле çÿреттĕмĕр: шкула та, вăрман касма та... Вăл манран кăшт çеç лутраччĕ. Сакăр çулта аннесĕр тăрса юлтăмăр. Аттен пĕрремĕш арăмĕнчен çуралнă Микула тетепе Устине аппа пире лайăх пăхатчĕç. Тете авланнăччĕ. «Анна, Петя, инкÿ сире кÿрентермест-и, вăрçмасть-и?» — ыйтатчĕ вăл. Пĕр сивĕ сăмах та каласа курман вăл пире. Атте чиркÿре староста пулнă, пачăшкăна пулăшнă. Эпĕ çуралсан мана пилĕк кунранах тĕне кĕртнĕ. Пирĕн пата пачăшкă час-часах килнине астăватăп. Атте тĕрмере те ларса тухнăччĕ, ахăртнех, ăна чиркÿ ĕçĕпе аппаланнăшăн хупнă. Эпĕ 14-ра чухне вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.
Петьăпа иксĕмĕр 8 çулта шкула кайрăмăр. Пĕр парта хушшинче лартăмăр. Хĕрачасене арçын ачасемпе лартатчĕç. 1940 çулта шкулпа сыв пуллашрăм, çичĕ класс вĕренейрĕм. Тепĕр çулхине вăрçă тухрĕ. «Вăрçă, вăрçă!» — тесе кăшкăрашрĕç. Мĕн вăл? Лайăх та ăнланман ĕнтĕ. Вăй питти арçынсене фронта ăсатма тытăнчĕç. 1941 çулхи кĕркунне Сăр юхан шывĕ хĕррине окоп чавма каймаллине пĕлтерчĕç. Ялтан нумаййăн кайрăмăр. Кутамккана пăртак апат чикрĕм. Манпа пĕр çулти хăш-пĕр хĕр хăйсен вырăнне амăшĕсене янă. Вĕсем ватă, ытлах ĕçлеймеççĕ — каялла ячĕç. Сăр хĕррине çитсен хваттере вырнаçрăмăр. Пĕр пÿртре 4-5 хĕрччĕ. Пирĕнкилхуçисемватăччĕ. «Дрова надо», — теме пуçларĕç. Кăмака хутма кирлĕ ĕнтĕ. Апат- çимĕçпе колхоз тивĕçтеретчĕ. Çăкăр пĕçереттĕмĕр. Хĕрсемпе черетпе апат хатĕрлесе ĕçленĕ çĕре йăтса пыраттăмăр. Манран пĕр çул аслă Наçтук пĕçерме пĕлместчĕ, çăкăрĕ пашалу евĕр пулатчĕ. Иртен пуçласа каçченех ĕçлеттĕмĕр. Ир-ирех тăрса кăмака хутнă, апат пĕçерсе çинĕ те 8 сехет валли вырăна çитнĕ. Кил хуçисем пире лайăх пăхрĕç. Мунча хутса кĕртетчĕç. Хальхи пек лайăх пурăнман: супăнĕ-шампунĕ çук, ăшă шыва кĕл ярса пуçа çăваттăмăр, çÿç çемçелетчĕ.
Э х, хĕлле çанталăк питĕ сивĕччĕ. «Тула» кайма та йывăр. Йĕме кантрапа çыхса лартаттăмăр, ăна час салтса çыхаймăн. Алăсем шăнсан пушшех те кансĕр. Хальхи пек резинкăллă пулман çав. Пĕррехинче виççĕн «нушапа» кайрăмăр. Часах таврăнманнипе пуçлăх эпир тарнă тесе шухăшланă. Пире тытса каясшăнччĕ. Юрать, арçынсем пирĕн хута кĕчĕç, хăтарса хăварчĕç. Шартлама сивĕре шăннă çĕре чавма йывăрччĕ. Алăра — кĕреçе, урара — тăлăпа çавăрса çыхнă çăпата. Атă пулман. Окоп чавакансене тăхăнмалли паман, веçех хамăрăн пулнă. Аттен вăрăм кĕрĕк пурччĕ. Микула тетен арăмĕ çĕвĕçчĕ те унран пиншак çĕлесе пачĕ. Çавна тăхăнса ĕçлерĕм. Çăпата çĕтĕлсен киле кайса улăштараттăм. Норма тултармаллаччĕ: виçĕ е пилĕкметр уйăрса паратчĕç. Пĕр йĕрпе чавмалла марччĕ, шăтăксене унта-кунта тумаллаччĕ. Алсиш хăвăрт йĕпенетчĕ. Кăвайт чĕртсе ун умĕнче кăштах ăшăннă та каллех ĕçе пуçăннă. Хушăран киле яратчĕç. Пĕррехинче хамăр ялти Наçтук аппапа çула тухрăмăр. Ăшăнма тесе пĕр яла кĕтĕмĕр. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.