Комментировать

24 Апр, 2020

Августа УЛЯНДИНА: Маншăн имидж пултарулăхпа пĕр шайра

Унăн — хăйĕн стилĕ, репертуарĕ, почеркĕ. Пултарулăхра çеç мар, пурнăçра та. Пĕрре куртăн-илтрĕн тĕк — никампа та арпаштараймăн. Çавнашкал вăл Августа Уляндина: асра юлаканскер.

Августа Васильевна, эсир сцена çинче — чĕрĕк ĕмĕр. Калăр-ха: мĕнпе илĕртрĕ сире артист ĕçĕ?

— Сенкер экран çинче артистсене сăнама юрататтăм: илемлĕ вĕсем, илĕртÿллĕ. Артист пулас шухăш ăс-тăна, чун-чĕрене ярса илчĕ. «Мĕне кирлĕ сана артист ĕçĕ?» «Çăмăлттай професси» текенсем пулнă. Артиста вĕренме кĕрсен ку ансат маррине ăнлантăм, çапах сукмак çине пĕрре тăрсан каялла чакмастăп. Сцена çине тухнăранпа 25 çул çитнĕ май çирĕплетсех калама пултаратăп: эпĕ юрăç тата педагог пулма çуралнă. Мĕншĕн тесен хамăн профессие сутман, йывăр пулсан та шая чакарман.

Сире тепĕр юрăçпа танлаштарсан кÿренместĕр-и?

— Кÿренместĕп. «Эсир Надежда Бабкина евĕр» е «Эсир иккĕмĕш Пелагея» тенине илтнĕ. Куншăн мĕншĕн кăмăлсăрланас? Бабкина та, Пелагея та çĕршыв шайĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ. Вăт: «Бузова пек юрлатăн», — тени кÿренмелле пулĕччĕ.

Хăвăра пăхатăр. Ахăртнех, çакна кураканăрсем те асăрхаççĕ. Комплимент чылай илтетĕр пулĕ? Фанатсем мĕнле тĕлĕнтереççĕ?

— XXI ĕмĕрте пурăнатпăр та культура еннелле туртăнатпăр. Эпир, артистсем, хамăра пăхма вĕрентĕмĕр. Пире, ялтан тухнăскерсене, çакна хăнăхтармаççĕ çав. Этикет, сывлăх, имидж тĕлĕшпе те. Аслă пĕлÿ илнĕ вăхăтра тыткаларăша туптарăм, хама айккинчен сăнама вĕрентĕм. Паян: «Эпĕ — интеллигент», — теме иккĕленместĕп. Медицинăпа косметологи пулăшăвĕпе усă курмашкăн пурин те май пур. «Ай-яй, эсир ытла çамрăк курăнатăр!» — теççĕ куракансем. Шÿтлеççĕ пулĕ-ха та (йăл кулать).

Фанатсем артист асĕнче юлас тесе тем те шухăшласа кăларма хатĕр. Пĕррехинче куракансем чĕрĕ автан парнелерĕç! Ăна ниçта хума аптăрарăм. Концерт вĕçлениччен автана клубри сейфра тытма тиврĕ. Шупашкар çывăхĕнчи Чантăрта пысăк карçинккапа пан улми йăтса тухрĕç, тепĕр ялта — пĕр михĕ хăяр!

Мухтакансем пур çĕрте хурлакан-тиркекен те тупăнать.

— Аллă çула çитсе пыракан хĕрарăм ÿсĕмĕпе виçсе каласан, критика мана вăй парса пырать. Халĕ ăна питĕ лăпкăн йышăнатăп, вăл артиста кирлех. Паллах, пурне те килĕшме пултараймастăп. 25 çул каялла тиркесе каланине чĕре çывăхне илеттĕм, куляннă, хурланнă, тепĕр чухне куççульленнĕ те. «Ах, якăлтатса çÿрет, сасси те çук…» — тенине илтнĕ. Артистсем — кăмăл еккипе пурăнакан çынсем, эпĕ пушшех те. Çын сăмахне губка пек çăтатăп, çавăнпа вăл чĕрене ыраттарать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА калаçнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.