Комментировать

23 Апр, 2020

Наци тумĕн кунĕ

Пушкăртстанри туслă çемьере 100 ытла халăх пурăнать. Вĕсем тĕрлĕ чĕлхепе калаçаççĕ. Кашнин хăйĕн тĕнĕ, культури… Çак расна халăха çĕр-çĕр çул çирĕп туслăх çыхăнтарса тăрать. Чăваш халăхĕ хăйĕн йышĕпе Пушкăртстанра — 4-мĕш вырăнта. Вĕсем кашни хулапа районта пурăнаççĕ. Чи йышли — Авăркас, Пишпÿлек, Пелепей, Мияки, Федоровка, Кăрмаскал, Давлекан районĕсенче тата Çтерлĕпе Пелепей хулисенче.
Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче республикăра наци тумĕн кунĕ иртрĕ. Эпир, шкул ачисем, хальхи вăхăтра дистанци мелĕпе вĕренсен те асăннă уява хаваспах тата хастар хутшăнтăмăр. Пурте наци тумĕ тăхăнтăмăр. Асанне мана хăйĕн арчинчен хитре пир кĕпе, çÿçеллĕ тутăр кăларса пачĕ.
Учительсем пире çак кун тăван республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх тумĕ пирки каласа кăтартрĕç, чăваш кĕпи çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. Флешмоб та кăмăла кайрĕ. Кашниех наци тумĕпе сăн çапăнса ăна интернет уçлăхне вырнаçтарчĕ. Çак кун пире республикăри тĕрлĕ халăх ачипе тата çывăхрах туслаштарчĕ.

www.hypar.ru

Алина ГЛУХОВА, 8-мĕш класс. Пушкăртстан, Авăркас районĕ, Треппел шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.