COVID-19 тÿрĕ кăмăла пăрахăçламасть
Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн паян иртнĕ черетсĕр ларăвĕнче республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Раççей Президенчĕ, Правительстви бизнеса пулăшас енĕпе йышăнакан мерăсен никĕсĕнче ĕçлекенсен йышне упраса хăварасси тĕпре пулнине аса илтерчĕ.
Калăпăр, ĕç укçи тÿлеме уйăракан тÿрĕ субсидисем, процентсăр кредитсем. Кунта çынсем официаллă майпа ĕçлени, вĕсене «шурă» ĕç укçи тÿлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Хăшĕсем айккинче юлма пултараççĕ. Вĕсем «ман патра 50 çын ĕçлет» теççĕ, хут çинче вара — иккĕн çеç. Тивĕçлĕ системăсем паян çакна веçех уçăмлă кăтартаççĕ. Пулăшу кÿнĕ чух патшалăх çакна, официаллă майпа ĕçлекенсен йышне, тĕпе хурĕ», - бизнесăн тÿрĕ кăмăллăхĕ пысăк пĕлтерĕшли çинчен пусăм тусах каларĕ регион ертÿçи.
Тепĕр асăрхаттару та пулчĕ. Хăш-пĕр бизнесменăн çак самантпа усă курса юлас кăмăл çуралма пултарать – ку юрăхсăр: пулăшăвăн мĕн пур мери пуриншĕн те пĕрешел форматпа пулмалла, ыттисенчен «çывăхраххисем» пулма пултараймаççĕ, терĕ Олег Алексеевич.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин патшалăх пурлăхне арендăна илнĕ тытăмсене çăмăллăх парас ыйтупа сăмах илчĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпинимательлĕх субъекчĕсене, коронавирус инфекцине пула çухату тÿсекенсене, ака-çĕртме уйăхĕсемшĕн аренда тÿлевĕнчен хăтараççĕ. Çавăн пекех тивĕçлĕ перечене кĕртнĕ оранизацисемпе предпринимательсене ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса аренда укçине хывассине юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен куçарма ирĕк параççĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕчченхи тăхтав асăннă тытăмсен объекчĕсем йышăнакан, республикăн патшалăх харпăрлăхне кĕрекен çĕр лаптăкĕсемшĕн тÿлемелли аренда укçине те пырса тивет. Çак йышăнăва пула республика бюджечĕ, паллах, тупăш çухатĕ — 7 миллион тенкĕ патнелле, анчах пандеми тапхăрĕнче экономикăна пулăшмаллах.
Республикăн автономи тата бюджет учрежденийĕсене пулăшмалли йышăну та пулчĕ. Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх, коронавируса пула асăннă йышши предприятисенчен хăшĕ-пĕри ĕçлеме пăрахнă. Вĕсен çынсене ĕç укçи тÿлес тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăма пултараççĕ — пулăшу кирлĕ. Çакăнпа пĕрлех вĕсене патшалăх заданийĕсене пурнăçламалли вăхăта тăсса пама йышăнни те вырăнлă.
Резерв фондĕнчен районсемпе хуласене хÿтлĕх хатĕрĕсем валли, профилактика ĕçĕсем пурнăçлама 8,4 миллиона яхăн тенкĕ уйăрса парасси те тавлаштармарĕ. Муниципалитетсем асăннă ĕçсенчен чылайăшне пурнăçланă ĕнтĕ, çăмăл мар лару-тăрура тăкакĕсене саплаштарни вĕсемшĕн курăмлă пулăшу пулĕ.
Николай КОНОВАЛОВ.