Çывăрма выртичченех урок тĕрĕслет
Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта Ирина Яковлева чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентет. Республикăра çуллен иртекен «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса кăçал хутшăннăскер муниципалитет тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ. Ирина Валерьевна ăмăрту мероприятийĕсене хутшăннă чухне часах хăйĕн тата мĕн пур ĕçтешĕн вĕрентÿ çĕнĕ меслетне — ачасене дистанци майĕпе пĕлÿ парассине — кÿлĕнме тивессе тĕлленмен те.
Коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула çурхи каникула кайнă вĕренекенсем парта хушшине ларма тăхтаса тăраççĕ. Çапла иккĕмĕш эрне ĕнтĕ районта 2020 çулта чи лайăх вĕрентекен ятне тивĕçнĕ педагог ĕç кунне шкул алăкне уçса кĕнинчен мар, ку е вăл класăн тĕрлĕ мессенджерта йĕркеленĕ ушкăнĕнче вĕренекенсене сылăх суннинчен, урок темине палăртнинчен пуçлать. Кун каçипе, çывăрма выртичченех, заняти вăхăтĕнчи тата киле панă ĕçсене епле пурнăçланине кăтартнă хыпарлава тишкерет вăл. Виçĕ ача амăшĕ шкул ÿсĕмĕнчи икĕ ывăлĕн, Вадимпа Сашăн, вĕренĕвне те тĕрĕслесе, кирлĕ самантра пулăшса-ăнлантарса ĕлкĕрет. Садике çÿрекен кĕçĕн пепкине Димăна пурте ĕçлĕ чухне пĕлÿ тĕнчине илентермесĕр епле-ха тата?
— Вĕренекенсенчен кашнин компьютер, ноутбук çук. Çавăнпа та онлайн урок йĕркелеме кăткăсрах. Хулари ĕçтешсемех акă Zoom хушăмпа видеоконференци майлă урок ирттернине калаççĕ. Вконтакте, Вотсапп хушăмсенче кашни класс ушкăнне йĕркелерĕмĕр. Пĕтĕм предметпа ачасем вĕсем тăрăх ĕçлеççĕ. Чăн та, çак хушăмсене кĕмешкĕн те смартфон кашнин çук, хăшĕсем ашшĕ-амăшĕ ĕçрен таврăнсан кăна хушнине пурнăçласа ÿкерсе яраççĕ. Хам ертсе пыракан 7 класра пĕр ачана хальлĕхе кăтартса пымасăрах /май çуккипе/ пур предметпа та уроксене пурнăçласа пыма ыйтрăм, — лару-тăрăва уçăмлатрĕ мал туртăмлă вĕрентекен. — Вĕрентÿ тытăмĕн ертÿлĕхĕ çак тапхăрта ытлашши кăткăс ĕçсем хушмалла мар тесе сĕннĕ. Çапах та ачасен ĕçе пурнăçлассипе ыйту та сиксе тухма пултарать, ун пек йывăрлăхран мĕнле тухатăр? — тĕпчетĕп лару-тăрăва.
хран мĕнле тухатăр? — тĕпчетĕп лару-тăрăва. — Сасăллă е ахаль çыру вĕçтеретпĕр. Е пĕр-пĕр вĕренекене шăнкăравласа ăнлантаратăп. Урок вĕçлениччен çыхăну татăлмасть пирĕн, — хуравлать Ирина Валерьевна. — Паллах, класра ларса пĕтĕм ыйтăва куç умĕнче уçăмлатнине нимĕн те çитмест. Ялта интернет та ялан пĕр тикĕс ĕçлемест. Пурте ăнланатпăр: йăлтах вăхăтлăх. Хамăн ачасем те: «Часрах шкула çÿреме пуçласчĕ!» — теççĕ. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшне ачасен сывлăхĕ çинчен куллен пĕлтермелли килĕшмест. Педагогăн, класс ертÿçин тăнăçлăха çухатмасăр йăлтах йĕркелесе пыма тивет.
Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕАлла Салаева тата регионти вĕрентÿ министрĕ Сергей Яковлев шкулсем инçет вĕрентÿ мелĕпе ĕçленĕ пирвайхи эрнене пĕтĕмлетсе пресс-конференци ирттернĕ. Ертÿçĕсем малтанхи утăмсем ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те ансатах пулманнине, çав вăхăтрах пĕлтерĕшлĕ, кăсăклă опытпа танлашнине палăртнă.
Йывăрлăхсем çинче чарăнса тăрас тăк, вĕсем пуринчен ытла электрон ресурссемпе техника чăхăмланине пула яланах усă курайманнипе çыхăннă. Çавнашкал самантсенчен хăтăлма Вĕрентÿ министерстви педагогсене вĕренекенсене хăйсем тĕллĕн пурнăçламалли, проект ĕç-хĕлне явăçтарма сĕннĕ.
— Пирĕн ведомствăшăн дистанци вĕрентĕвĕ — хальхи вăхăтра тимлĕхре тытакан тĕп ыйтусенчен пĕри. Кунашкал меслетпе пĕлÿ парассин çивĕч ыйтăвĕсене пĕлетпĕр, васкавлă йышăнусем тăватпăр, — пĕлтернĕ Сергей Яковлев пресс-конференцире. Тулли верси…
Ирина ИВАНОВА.