Комментировать

16 Апр, 2020

«Аçăр чее пулман та чĕрĕ таврăнаймарĕ...»

Çак кунсенче 85 çул тултаракан Анна Петрова хăйĕн ÿсĕмĕнчен çамрăкрах курăннине пула: «Эсĕ çăмăл пурнăçпа пурăннă пуль. Питÿ те яка», — тенине пĕрре мар илтнĕ. Хăйĕн шăпине вăл никама та сунмасть. Тем те курнă: хуйхи-суйхине те, вăл шутра — вăрçă нушине те.

Шкула яман Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинчи Георгий Федотов 1941 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче вăрçа кайнă. 6-ри Аннăна, ашшĕне ăсатма пĕрле района илсе кайнă. Вăл çар комиссариатне кĕрсен часах тухман. Анна лаша урапи çинче çывăрса кайнă та киле таврăннă чухне тин вăраннă. «Аçу кайиччен сана ачашларĕ, юратрĕ, эс çавна та сисмерĕн», — тенĕ ăна йĕрекен амăшĕ Маюк. Ун чухне хĕрарăм тăваттăмĕш пепкине чĕри айĕнче йăтса çÿренĕ. Анна çемьере аслă хĕр пулнă, ун хыççăнхисем те — виçĕ хĕр. Кĕçĕнни 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче кун çути курнă. Георгий Романовичран килне пĕр çыру çитнĕ. Унта Мускавшăн çапăçăва кĕнине каланă. Каярах вăл хыпарсăр çухалнине ĕлнĕ çемйи. Вăрçă хыççăн тин Маюк тăлăх арăм ятне илсе патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Георгий Федотов пирки кайран ачисемпе мăнукĕсем акăмĕн тĕпчесе пĕлнĕ: саккăрăн разведкăна кайсан вăл каялла таврăнман, 1942 çулхи кăрлачуйăхĕнче хыпарсăр çухалнă.

Маюк ачисемпе тăван килĕнче икĕ хĕл каçнă. Ашшĕ арманта ĕçленĕ, кинĕ Улькка, качча кайман йăмăкĕ килте пурăнманпа пĕрех, мунча кĕме кăна пырса кайнă. Вĕсене вĕçĕмех е вăрман касма, е окоп чавма янă. Тепĕр хĕл валли Маюк кÿршĕсен мунчине туянса çурт туса лартнă. «Хĕлле 42 градус сивĕччĕ. Ăшă витесем пулманран ĕнене пÿрте кĕртсе сăваттăмăр. Пуçăн кĕрсе кутăн тухатчĕ. Пăрăвĕ те пÿртрехчĕ, 2 хур ами чĕп пусма ларнăччĕ. Ĕне пÿрте кĕрсен йăмăксем кăмака çине хăпарса ларатчĕç, мăйракипе тĕксе аманасран сыхланнă», — ачалăхне куç умне кăларчĕ Анна Георгиевна.

Маюк ачисене тăрантарас тесе икĕ-виçĕ çĕрте ĕçленĕ. Колхозра лашапа çÿренĕ вăл. Хĕлле ачасем киличчен шкула хутса ăшăтнă. Унччен лашасем валли çăкăр пĕçерсе хăварнă. Пĕри киле валли юлнă. Тырă алламалли сортировка ĕçне ачасем пурнăçланă. Колхозран темиçе пăт тырă /уя акмалли/ виçсе киле панă, çавна алăпа çÿп-çапран уйăрнă. Маюк ачисене хытарса каланă: «Пĕр пĕрчине те тăкмалла мар». Анна — пуриншĕн те явапли. Кĕçĕннисене астумалла, килти ĕçсене пурнăçламалла. Çавна пулах вăл 4 класс кăна вĕренейнĕ. Урок нумай сиктернĕ. Уйрăмах — виçĕ çухрăмри Васан шкулĕнче вĕреннĕ чухне. Киле час таврăнайман. Ачасем вара кăмакаран яшка кăларса çиеймеççĕ, выльăх пăхакан та çук... Амăшĕ — вăрманта. Çĕнĕ çулччен çÿресен ăна шкула тек яман. Учитель вĕсем патне виçĕ хутчен килнĕ. «Ачу ăслă, аван вĕренет», — тесе шкула яма ыйтнă.

Вăкăра та итлеттернĕ

Маюк ачисене курăк çитерсе выçă усраман, крахмал пуçтарма çÿретмен. Çăкăрĕ те, сĕчĕ, хăйми, çăвĕ те яланах пулнă. Çĕр улми яланах ăнса пулнă вĕсен. Ĕне усраман чухне 3 качака тытнă. Маюка ашшĕ те пулăшнă, ут арманĕнче ĕçлекенскер кĕрпе панă. Вăл килсен мăнукĕсем ăна сырăнса халап каласа пама ыйтнă. Кĕреçе сухалне якатса кукашшĕ юмах янă. «Ачасем, çăвар типрĕманăн», — тени ăна ханша ярса памаллине пĕлтернĕ. «Кÿршĕсен пĕр ача кăначчĕ. Курăк çинипе ăна симĕс сăн çапнăччĕ. Вăл 5 çулсăр утаймарĕ. Анне вăрçă вăхăтĕнче те пире лайăх пăхрĕ. Йăмăк мăнтăрккаччĕ. Ăна кăкăр ĕмĕртме анне патне хире йăтса каяттăм. Пире хирĕç пурăнакан хĕрачапа пĕрле çÿренĕ. Вăл та кĕçĕн пĕртăванне çитерме пыратчĕ. Вĕсен пепки ырханччĕ, ывăнсан улшăнса йăтаттăмăр», — аса илчĕ «вăрçă ачи». 11-ти Анна пушмак пăрупа çĕр сÿрелеме çÿренĕ. Кăнтăрлаччен амăшĕ ĕçленĕ, кайран — хĕрĕ. Вĕсене ĕç кунĕшĕн «патак» лартнă, пăрăва çăнăх панă. Ачасемпе суха тума та çÿренĕАнна. Арçын ачасем лаша утланса çÿреме кăмăлланă. Кĕлеткерен лутра Аннăна та янавар çине хăпарма пулăшнă. «Сана антармастпăр, лар çавăнта», — юри каланă юлташĕсем. Арçын ачасем хăйсен лашисене тăвариччен хĕрача ут утланса çÿренĕ.

13-ре вăл сурăх фермине ĕçлеме кĕнĕ. Икĕ çул тăрăшнă вăл унта. Пĕр кунхине амăшĕ ăна пир тĕртме килте хăварнă. Ун вырăнне фермăна иккĕмĕш хĕрне, шкулта вĕренекен Зинăна, янă. Пĕр эрне иртсен вăл шкула тек кайман, фермăра ĕçлеме юлнă. Аннăн вара бригадăна кĕме тивнĕ. Вăл мĕн качча кайичченлашапаĕçленĕ. Кĕлте, навус, темĕн те, турттарнă. Пĕр вăхăт лашасем пулман чухне вăкăрпа суха тунă. Патак тĕнче тытнă тесе ахальтен каламан, вăкăра та итлеттернĕ. Маюк кашни çуркуннепе кĕркунне уйра ака-суха тăвакан трактористсене апат пĕçерсе çитернĕ. Ачисене шанса хăй çине илнĕ çак яваплăха. Анна ĕçе кайиччен çăкăр пĕçерме чуста çăрса хăварнă. Апата уя илсе кайиччен лав пушатса килнĕ. Кăнтăрла вара тăваттăн тăват енне трактористсене çитерме тухса кайнă. Хăйсен йĕркеллĕ ларса çиме те май пулман. Кĕсьене чикнĕ çăкăр татăкне çул çинче кăшласа пынă. Каçхи апат çитерсе таврăннă çĕре çамрăксем вăййа тухнă ĕнтĕ... «Анне, ан йышăн-ха ку ĕçе», — ывăнсан каланă хĕрĕсем. Маюкăн çăкăрне, апатне трактористсем кăмăлланă, ăна çеç шаннă. Пĕçерме кăна мар, пур ĕç патне те алли пынă унăн. Пир тĕртнĕ чухне станок фабрикăри пек чарăнми кĕрлесе тăнă. Вăл çĕленĕ пир йĕм, пиншак, кĕпе... лавккаринчен кая мар курăннă. Мăнкун умĕн Маюк упăшкин пĕртăванĕсем патне кайса урапа пусса çĕлемелли машинкăпа хĕрĕсем валли çĕрĕпе кĕпе çĕленĕ. Кайран 14 хур парса хăйсем çĕвĕ машини илнĕ. Анна амăшĕнчен çĕлеме вĕреннĕ. Кайран ку ăсталăх пурнăçра питĕ кирлĕ пулнă ăна. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çи-пуç пулман чухне тăхăнман япаласене сÿтсе мăнукĕсем валли куртка та, пальто та çĕлесе посылкăпа ярса панă.

«Сирĕн туя каяс килнĕ те...»

Михаил Петрова Анна, пĕр ялтан пулсан та, палламан. Каччă 3 çул салтакра пулнă, 3 çул Шупашкарта вĕреннĕ. Унтан килсен ăна колхоз председателĕн çумне лартнă. Çав çулхине халăха тырă паман. Михаил Кириллович куншăн председательпе хирĕçнĕ, унăн сĕтелне чышкипе шанлаттарнă. Ертÿçĕ милицие чĕнсе илнĕ. Мишăна ялти клубра суд тунă, икĕ ял ăна хÿтĕлесе сăмах каланă. Йĕкĕте çулталăк çурăлăха тĕрмене хупнă. Ун чухне Анна ялта пулман, Чĕмпĕре ĕçлеме тухса кайнă. Михаил ирĕке тухсан паллашнă вĕсем. Анна патне пыриччен каччă унăн куккăшĕнчен ирĕк ыйтнă. Виçĕкаç çăлтăрсемшутланăвĕсем. Тепĕр кун Акатуя пĕрле çул тытнă. «Каяс килмесĕрех утрăм. Калаçма пĕлместчĕ, чĕлхи пуклакчĕ. Пирус ĕмет, эпĕ тĕтĕм шăршласа лартăм. Сăмах сыпăнмарĕ. Килтисене авланасси пирки каланине пĕлсен шалт тĕлĕнтĕм. «Эпĕ пымастăп, качча каймалли çулсем иртмен-ха манăн», — терĕм. 21-не ярса пуснăччĕ эпĕ, вăл — 27-е. Тек унпа калаçмарăм», — каласа кăтартрĕ Анна аппа. Каçхине те вăл унпа сăмах чĕнмесĕр вăшт кăна киле кĕрсе тарнă. Авланма шухăш тытнăМиша тĕллевĕнчен пăрăнман, пĕр хĕрĕ хирĕçлесен тепри пыратех. Хайхискер кÿршĕ ял хĕрĕ патне евчĕ янă. Авланас умĕнхикаç вăлАннăпакурса калаçнă, ăна хăйĕн туйне чĕннĕ. Тепĕр кун Анна кăнтăрлахи апата киле çитнĕ. Шыв ăсса килнĕ çĕре ашшĕн икĕ тетĕшĕ кĕтсе тăнă ăна.

— Витрÿсене ларт. Калаçмалли пур... Мĕншĕн Мишăна качча тухмастăн? Мĕнле упăшка кирлĕ тата сана? Пĕр ялтан, вĕреннĕ çын... — вăрçма тытăннă хĕре.

— Каймастăп çавах. Паян авланать вĕт вăл, кÿршĕ яла хĕр илме каять.

— Кайман-ха. Лаша кÿлнĕ чухне куртăмăр. Пире сан патна ятарласа калаçма ячĕ.

— Юрать, пыратăп апла, — хуравланă хĕр. Амăшĕ ăна Михаила качча парасшăн пулман. «Юратнине те пĕлмен, пĕрех кама та пулин качча тухмалла тесе кайнă. Сăнĕ-пуçĕ чиперччĕ. Анчах пурнăç тума ку мар, кăмăлĕ лайăххи кирлĕ çав, — çакна кайран, упăшкин кăра çиллине курсан ăнланнă Анна. — Ĕçки начарччĕ, тарăхса кайсан çав самантра тем туса хума пултаратчĕ. Çилĕ нумай тытса çÿреместчĕ, кăмăлĕ тÿрех çаврăнатчĕ. 19 çул çĕçĕ-пуртă айĕнче пурăнтăм». Нуша тÿсме тивнĕшĕн вăл ашшĕн пĕртăванĕсене айăпланă: «Сирĕн туя каяс килнĕ те çавăнпа качча патăр. Эсир килсе ÿкĕтлемен тĕк пĕрлешместĕмĕр». Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.