Аттил
Сăнарсем:
Аттил — хунсен патши.
Секретарь — Аттилăн Италирен илсе килнĕ юлташĕ.
Кĕтÿçĕ
Анатолий — Константинополь посолĕ.
Париска — Сăвар патши.
Пĕрремĕш
Иккĕмĕш } командирсем.
Виççĕмĕш
Папа — католиксен Римри пуçлăхĕ.
Сенатор
Ильдика — Аттила парнеленĕ хĕр.
Казар — Аттилăн аслă арăмĕн шăллĕ.
Çарăç
Аттил ывăлĕ
Йывăçран тунă капăр çуртра чаплă пукан, урайĕнче — пысăк кавир. Сĕтел пур. Хунсен патши Аттил ылтăн пек йăлтăркка арчине хупать те çаврăнса тăрать. Секретарь кĕрет. Тумĕ урăхла, Европа çынни пулас.
Секретарь. Аттил патшамăр, сан пата пач палламан çын килнĕ.
Аттил. Мĕнле посол тата? Е консул?
Секретарь. Ахаль çын çеç вăл. Кĕтÿçĕ тет.
Аттил. Ак тата... Мĕн кирлĕ ăна кунта?
Секретарь. Хăй хĕççине сана парасшăн.
Аттил. Кĕтĕр эппин.
Кĕтÿçĕ кĕрет те чĕркуçленсе ларать.
Кĕтÿçĕ. Аслă патшамăр, Турă вăй патăр сана. Каçар мана чăрмав кÿнĕшĕн. Йышăнсам çак хĕççе.
Аттил. Тăр, тăр ура çине. Мĕнле хĕçĕ вара ку? Ăçтан тупрăн? Кам пачĕ?
Кĕтÿçĕ. Уйра тупăнчĕ. Пĕр ĕнен ури юнланнине асăрхарăм та ун йĕррипе кайрăм, çак хĕçĕ çине пуснă курăнать. Хĕççи вара ахальскер мар пулас. Тăпраран тасатрăм та, пач урăхла курăнса кайрĕ.
Аттил /секретаре/. Илсе пар-ха, пăхар ăна.
Патша хĕççе çавăркаласа, авкаласа пăхать. «Шăп та çавă!» — тесе кăшкăрса ярать.
Аттил /секретаре/. Ăсатса яр çак ырă çынна. Апат çитерме, паха тумтир пама хуш та кĕр. Тата кала, ăна текех никам та ан тĕкĕнтĕр.
Тухаççĕ. Аттил хĕççе аллипе çепĕççĕн шăлкаласа илет. Секретарь кĕрет.
Секретарь. «Шăп та çавă» тени мĕне пĕлтерет тата?
Аттил. Çак хĕççе вăрçă турри хунсен авалхи патшине панă, кайран вăл алăран алла куçса пынă. Анчах тахăшĕ упрайман. Ăна çухатнă патшана аçа çапса вĕлернĕ теççĕ. Çак хĕçре çÿлти хăват пур, çĕнтерÿ тума пулăшать. Апла ман тăшмансен манпа çеç мар, çÿлти вăйсемпе те çапăçма тивĕ. Кĕçех Рима чĕтретĕпĕр. Аэций! Сан валли кучченеç çак хĕç пулĕ!
Секретарь. Çаплах пулсан аванччĕ те. /Калаçăва пăрса./ Ылтăн сахал киле пуçларĕ, куланайран пăрăнасшăн. Феодосий император тата тем хăтланать. Константинопольтен посол янă. Йышăнма ыйтать.
Аттил. Тÿрех ман пата-и? Ытла та пысăк чыс мар-и уншăн? Кĕттĕр пĕр-икĕ кун.
Секретарь. Пирĕн çынсем эсĕ хушнипе Константинополе кайма хуларан тухнăччĕ кăна, вĕсене тĕл пулнă та вăл каялла тавăрса килнĕ. Ытла хăюллă калаçать Анатолий ятлăскер. Кам патне килнине чухламасть пулас.
Аттил. Анатолий? Апла тăк кĕтĕр. Вăл мĕн каланине çырса пыр.
Секретарь посола чĕнсе кĕртет те сĕтел хушшине ларса алла хур тĕкĕ тытать.
Анатолий /пуç тайса/. Византи императорĕ Феодосий хунсен патшине хисепленине пĕлтерет. Ун ячĕпе, Аттил, сан умăнта пуçăма таятăп, калаçу ăнăçлă пуласса шанатăп.
Аттил. Аван пуçларăн сăмахна эс, Анатолий. Ятна эп илтнĕ киличченех. Эс Иранпа çапăçнă чухне паттăрлăх кăтартнă.
Анатолий. Апла хыпар кунта та çитнĕ. Çыннусем сан çивĕч хăлхаллă иккен, Аттил.
Аттил. Куçпа та çивĕч, мĕн пулнине кураççĕ. Ахальтен хăй çумне илмен ĕнтĕ сана Феодосий, кунта яма та хăйнă. Мĕн çăмăлпа, мĕнле сĕнÿпе?
Анатолий. Эпир Константинопольте çапла шутлатпăр. Тĕнчипе вăйлă икĕ патшан çапăçма кирлĕ мар, килĕшÿ тумалла, мирлешмелле.
Аттил. Эпир кунта Этцельбургра урăхла шухăшлă. Куланай укçи вăхăтра килми пулчĕ, кунтан тарса пынă çынсене тавăрса памастăр, Римпа вăрттăн калаçусем ирттеретĕр. Çакна та пĕлетпĕр.
Анатолий. Сан пирки мар, Аттил… Рима франксем канăç памаççĕ. Çавăнпа пиртен пулăшу ыйтать. Император сана çак укçана пама хушрĕ. Таса ылтăнран вăл.
Аттил /укçана çавăркаласа пăхса/. Кур-ха ăна, хăйне мĕнле кăтартать Феодосий: шĕвĕр тăрăллă шлемпа, тимĕр тумпа, сăнăпа. Тепĕр енче — карап çинче аллине хĕрес тытнă çĕнтерÿ турри. Пыр та калаç. Ирана чарнă хыççăн хăйне тĕнче патши пек туять пулас. Çук! Хун патшалăхĕ Иран мар! Çакна асра тытăр!
Анатолий. Паттăр Аттил, çук, тĕнче патши эсех. Акă куланай укçи, çав çĕнĕ укçапах. /Енчĕке секретарь илет те арчана хурать./ Таркăнсене те тавăрса парасшăн. Килме хăракансем йышли чăрмав кÿрет. Вĕсен хушшинче хăв тăванусем те пур иккен.
Аттил. Ан шеллĕр вĕсене, вăйпах ярăр. Пырса илессе кĕтетĕр-им?
Анатолий. Тĕп ыйту пирĕн урăххи. Аттил, эпир сан хăватна асра усраса, каланă сăмаха çирĕп тытнине шута илсе пирĕн кимĕсене Дунай тăрăх çÿреме ирĕк пама ыйтасшăн. Калаçу çар пирки мар, купцасем çинчен. Эпир сирĕнпе суту-илÿ ĕçне вăйлатасшăн.
Аттил. Эпĕ купцасене пач та хирĕç мар. Таварĕ кăна паха пултăр. Сутмаллисем пирĕн те сахал мар.
Анатолий. Тата тепĕр ыйту. Хунсем Херсонеса кĕре-кĕре çаратаççĕ, çынсене тарçă тума илсе каяççĕ. Феодосий император çакна чарма ыйтать. Çав çĕр лаптăкне хамăртан вĕçертес мар тет.
Аттил. Малтан эпĕ хушнине пурнăçлăр. Вара Дунай пирки ман енчен чару пулмĕ. Енчен те Константинопольпе Рим мана хирĕç тăма пĕрлешес тĕллев лартсан, астăвăр. Нимĕнле калаçу та пулмасть. Ман хĕçĕ халь пушшех те çивĕч. Ăçта ман йăм хура лаша урине пусать, унта кайран нимле курăк та шăтмасть.
Анатолий. Килĕшрĕмĕр апла. Енчен те франксем тапăнсан, Аттил, эпир — санпа.
Аттил. Вĕсене аванах çăварланă-ха эпир. Анатолий. Чипер юлăр, Христос турă пулăшса пытăр сире.
Аттил. Вăл ытларах сире валли пултăр. Пире хамăр турă пулăшăвĕ те çителĕклĕ.
/Секретаре/. Ăсатса яр вĕсене.
Тухаççĕ. Капăр тумлă хĕрарăм, сăвар патши Париска, кĕрет. Аллинче — сăран кушиле.
Париска. Эй, аслă патшамăр Аттил! Хăвна ят панă халăхран, Атăл тăрăхĕнчи сăварсенчен йышăнсам пирĕн парнене. Эс тунă çитĕнÿсем татах та вăйланса пыччăр тесе, сывлăху, хастарлăху хальхи пекех çирĕп пултăр тесе эп килтĕм аллă лавпала, çарна пит кирлĕ çăкăр-тăварпала. Сăвар та санпала пĕрлех хĕçпе çĕклет çĕршывăн хăватне, анчах алран ямасть сухапуçне. Ĕçлет вăл туслăн çĕр-аннепе.
Аттил. Сăвар патшийĕ Париска, эс çитрĕн кĕтнĕ вăхăтра. Ĕçсем начар ку таврара, кунти готсен те римлянсен уйсем кăçал ытла ырхан, пире çимелĕх ÿстермен. Те айăплать пире Тенкри, малтан çунтарчĕ хĕвелпе, унтан юхтарчĕ çумăрпа. Пушанса пычĕç кĕлетсем.
Париска. Сан халь çарна çеç мар, хăв сывлăхна упрамалла. Ак сана валли шăрттан, инçе çула тухсан çиме. Ятарласа сана валли ăна пĕçернĕ ăстасем.
Кушелне Аттил умне лартать. Лешĕ пĕр шăрттанне тытса пăхать те хурать.
Аттил. Тавах сана, Париска, ман пирки шухăшланăшăн. Сăварсем паттăр çарăç пулнине эп курнă пĕрре çеç мар. Лашисем те вĕсен шултрарах, мала ÿкеççĕ чупнă чух. Анчах кун пек ĕçчен халăх пулнине пĕлмен.
Париска. Сăвар çĕр туррипе пит туслăран тыр-пулĕ ун ялан аван. Ĕç майне пĕлет вăл лайăх. Çавна пула ун пурнăçĕ тулăх.
Аттил. Сăвар патши Париска, татса калам сăмахăма. Текех эс яр çара вунă çынтан пиллĕкĕшне кăна. Ыттисене эс усă кур çăкăр тăвас ĕçре.
Париска. Тавах сана, аслă Аттил. Халь йышăнсам тепĕр парне.
Париска аллине çупса илет те, пикесем кĕреççĕ. Пурте тĕрлесе илемлетнĕ тумпа, пуçра тухья, кăкăр çинче кĕмĕл çиçет. Малалла вулас...
Анатолий КИПЕЧ.