Комментировать

13 Апр, 2020

Хут çинче — палăк…

Культура еткерне упрассипе çыхăннă чарусем инвестици проекчĕсене пурнăçлама чăрмантарассинчен мĕнле сыхланмалла?

Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Роза Лизакова каланă тăрăх, шел те, республикăн пĕтĕм территорийĕ тĕлĕшпе архелоги тĕпчевĕсем çук. Çавăнпа вăл е ку ĕçе пуçарас умĕн тивĕçлĕ тĕпчевсем ирттерме тивет, ку паллах, вăхăтпа та, укçапа та çыхăннă. Çийĕнчен республикăра çак ĕçсене пурнăçлама ирĕк илнĕ экспертсем те çук — айккинчен чĕнме тивет. Акă мĕншĕн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă йышши тĕслĕхсем те сиксе тухаççĕ.

Пĕр çын ĕлĕкхи еткере çĕнетме 2 миллион тенкĕ тăкакланă-мĕн, кайран вара çав тупра аваллăх палăкĕ пулни палăрнă — ăна тĕкĕнме юраман… Çийĕнчен ютран чĕнекен экспертсен пулăшу ĕçĕсем питĕ хакла лараççĕ — çĕр-çĕр пин тенкĕ. Асăннă тĕслĕхре, Роза Лизакова каланă тăрăх, хайхи ĕçсене пурнăçлама ирĕк илмелле пулнă. Экспертсен ĕçĕн хакне илес тĕк — çак ĕçсем тĕрлĕ территорире шурфсем шăтарассипе çыхăннă. Тăпра сийĕсене пĕрре пăралама кăна — 20-25 пин тенкĕ, унашкал шурфсене вара лаптăк пысăкăшне кура тепĕр чух нумай шăтарма тивет, çавăнпа ĕç хакла ларать.

Олег Николаев иккĕленмест: республикăн археологи карттине хатĕрлессине васкатмалла, çак ĕçе пурнăçласан пĕтĕм ӳкерчĕк уçăмланĕ, кашни тĕслĕхре хайхи шурфсене шăтарма тивмĕ. Ку енĕпе ĕçлекен хамăрăн, вырăнти экспертсем те пулмалла. Çавăн пекех вăл культура министерствине культура еткерĕн çухатнă палăкĕсене списокран кăларас енĕпе ĕçлемелли пирки те асăрхаттарчĕ. Тен, ишĕлчĕк кăна юлнă пуль, анчах — палăка тĕкĕнме юрамасть. Списока «тасатни» çав вырăнта хайхи палăках юсаса çĕнĕрен тума е ишĕлчĕк вырăнне çĕнĕ объект çĕклеме май парĕччĕ.

Канашлу пĕлтерӳпе вĕçленчĕ: Патшалăх Канашĕн спикерĕ Альбина Егорова парламентăн ака уйăхĕн 16-мĕшĕнчи сессийĕ пуçласа ансăр йышпа иртесси çинчен хыпарларĕ. Залра депутатсем кăна пулĕç. Коронавирусран сыхланса çапла йышăну тунă. Хăнасем çеç мар, сессире министрсем те пулмĕç — кун йĕркинчи ыйтусене сӳтсе явма вĕсем те дистанци мелĕпе кăна хутшăнĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: