Комментировать

9 Апр, 2020

Пилӗк кушак

Пирĕн çемье чĕр чунсене юратать, пуринчен ытларах — кушаксене. Вĕсем пурĕ пиллĕкĕн. Кашни хăйне майлă. Поля — чи асли. Вăл хăйне тытнине юратмасть, кунĕпех чӳрече янахĕ çинче çывăрма пултарать. Питĕ сыхă кушак, Кантăр тĕслĕ, хитрескер.

Уля питĕ лăпкă. Вăл ăслă, анне ăна ватă çын пек тет. Тирпейлĕ, пысăк симĕс куçлă. Шăши нумай тытать. Урама тухас килсен алăк патне пырать те ачашшăн макăрать, вăл аннен юратнă кушакĕ.

Рыжик — ачаш, хаваслă. Выляма тата тутлă çиме кăмăллать. Ялан ура айĕнче, хӳре пек хыççăн çӳрет. Йăпăлти кушак какай па расса çеç кĕтсе тăрать. Айван пулин те кăмăлĕ аван. Тепĕр икĕ ку шакĕ хура тĕслĕ. Пĕри — Чĕкеç, тепри — Лаки. Çурасем ачашланма, выляма юратаççĕ. Килтисем вĕсене уйăраймаççĕ, эпĕ катаранах паллатăп. Пиллĕкĕшне те пĕрешкел юрататăп.

Ирина КОШЕЛЕВА, 5-мĕш класс.

Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.