Комментировать

9 Апр, 2020

«Чăваш Енре эпӗ яланах телейлӗ»

«Германи нимĕçĕн Чăваш Енри мыскарисем» видеофильм тата Берлинра «Бранденбург хапхи» архитектура палăкĕ патĕнче ӳкернĕ «Ташла манпа» [сăвви Альбина Юратун] видеоклип авторĕ Ян ШРЕДЕР тележурналист, юрăç Чăваш Ене хăйĕн иккĕмĕш Тӑван çĕршывĕ тесе шутлать. Шахвăртма, шӳтлеме юратакан, хăйĕн кулăшĕнчен ахăлтатса кулса кăмăла çĕклекен Янпа чуна уçса калаçнă хыççăн çак интервьюна шăрçаланă май хам та пĕрехмай йăл култăм.

Словарь чиксе çӳренĕ

— Ян, манпа еплерех паллашнине манса кайман-и-ха эсĕ?

— Санпа Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ уявсенче пĕрре мар курнăçнă, çавăнпа вĕсенчен пĕри пĕрремĕш хут тĕл пулни пултăр.

— Тĕплĕнрех аса илтерем-ха апла. Ман пата пытăн та: «Салам, эпĕ Ян ятлă. Эсĕ вара мĕн ятлă?» — тесе ыйтрăн. Хăв Германирен килнине, сăвă вулама юратнине пĕлтертĕн.

— Эпĕ ун чух чăвашла калаçма вĕренеттĕм кăначчĕ. Филармоние эсперанто чĕлхипе калаçакан çамрăксен тĕлпулăвне килнĕччĕ. Халь, ун чухнехипе танлаштарсан, чăвашла самаях лайăх пуплетĕп.

— Темшĕн эсĕ мана пĕрре те нимĕç пек туйăнмастăн.

— Чылай çул Чăвашра пурăнса манăн пит çăмартисем чăн-чăн чăвашăнни пек пулса ларчĕç /кулать/. Анчах халь вĕсем çухалчĕç ĕнтĕ, мĕншĕн тесен эпĕ каллех Берлина куçса кайрăм.

— Мĕншĕн эсĕ шăпах Чăваш Ене, Шупашкара суйланă? Тĕнчере хула нумай вĕт.

— Европăра çитмен хула юлмарĕ пуль. Санкт-Петербурга эсперанто енĕпе тĕнче шайĕнче иртнĕ мероприятие икĕ эрнелĕхе хамăн укçа-тенкĕпе килтĕм. 2000 çулта Мускава килсе курма май тупăнчĕ. Нимĕç студенчĕсемпе вырăс культурине икĕ эрне тĕпчерĕм. Виççĕмĕш хутĕнче Ковров хулине эсперанто енĕпе иртнĕ мероприятие килтĕм. Пĕр эрнерен автобуса лартрĕç те Шупашкарпа паллашма илсе кайрĕç. Чăваш çыннисене тӳрех килĕштертĕм, унтан – анлă та мăнаçлă Атăла. Чăвашсене вырăссенчен уйăраймастăмччĕ малтан. Халĕ вара аванах тĕшмĕртетĕп. Чăвашсем азиат сăнлă пек туйăнаççĕ, вĕсен пит шăмми сарлака. Эсперанто чĕлхине вĕренекенсене фестиваль йĕркелеме волонтерсем кирлине пĕлтĕм. Хамăн пулăшăва сĕнтĕм. 3 уйăхлăха виза туса пачĕç. Малтанлăха эсперанто чĕлхине пĕлекенсемпе çеç калаçаяттăм. Тăрăшсах вырăсла вĕренме пуçларăм. Кĕсьере словарь чиксе çӳреттĕм. Урамра илтнĕ кашни сăмаха словарьпе куçарса вĕренеттĕм. Шупашкар хули чуна тыткăнларĕ. Берлина таврăнсан унта тепĕр хут кайма майсем шырама пуçларăм. Çулталăк ĕçлеме ирĕк паракан виза илсен Чăваш Ене килтĕм.

Тăван ачи пек йышăннă

— Ĕç тупăнни аван. Уйрăмах — чуна канлĕх паракан ĕç пулсан.

— Шупашкарти коопераци институтĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра нимĕç чĕлхине вĕрентрĕм. Общежитире пурăнтăм, чӳречерен пăхса Атăлпа киленеттĕм. Шкулта вĕреннĕ чухне хыçалти парта хушшинче тĕлĕрсе ларма пулать. Анчах педагог ун пек тума пултараймасть /кулать/. Преподаватель ĕçĕ манăн мар иккенне ăнкартăм. Визăна тепĕр çуллăха тăсса парсан телекурава ĕçе кĕтĕм. Унта ĕçлени вырăсла çăмăллăн калаçмашкăн вĕренме пулăшрĕ.

— Чăваш чĕлхине ăса хывма вара сана чăвашла таса та илемлĕ калаçакан чиперккепе паллашни хавхалантарчĕ пуль-ха.

— Пĕр хĕре ташă каçĕнче куç хыврăм. Пирĕн чĕрере юрату туйăмĕ çуралчĕ. Çулталăкран туй кĕрлеттерсе пĕрлешрĕмĕр. Чи тĕлĕнмелли кунта — урăххи. 10 çул каялла эпĕ Словакири Братислава хулине эсперанто чĕлхипе кăсăкланакансемпе тĕл пулма кайрăм. Унта Чăвашран килнĕ пĕр мăшăрпа туслашрăм. Кайран çав арçыннăн арăмĕ мана хăйĕн чи çывăх тусĕпе паллаштарма шут тытрĕ. Ман умрах телефонпа шăнкăравласа хĕр тусне хăнана чĕнчĕ, лешĕ килме килĕшмерĕ. Çав хĕр шăп та лăп манăн шăпа çырни пулнă иккен. Кун пирки каярах пĕлтĕм.

- Эх, эсир 10 çул каяллах çемье çавăрма пултарнă-çке!

— Пурнăçра мĕн пулни — лайăха. Эпĕ ун чухне унпа паллашсан та, тен, чĕрере юрату хĕмленмĕччĕ? Çамрăк чухне пуçра çил вылянă, çемье çавăрма хатĕр марччĕ. Ташă каçĕнче паллашнă хыççăн вара ĕç-пуç питĕ хăвăрт пулса иртрĕ. Унăн çитĕннĕ ывăлне тăван ача пек йышăнтăм. Малалла вулас...

hypar.ru

Альбина ЮРАТУ калаҫнӑ.

Рубрика: