Комментировать

9 Апр, 2020

«Чирлисен йышӗ чакса пырасса шанатпăр»

Пĕтĕм тĕнче COVID-19 инфекципе кĕрешет. Тĕрлĕ çĕршыври лару-тăрупа массăллă информаци хатĕрĕсем паллаштарсах тăраççĕ. Чикĕ леш енче пурăнакан йăхташсен эпидеми вăхăтĕнчи пурнăçĕпе кăсăкланса вĕсемпе соцсетьсем урлă çыхăнтăмăр.

4 çынран ытла пухăнмаççĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Карăк Çырми хĕрĕ Эльвира Ербулаткина çулталăк çурă Израильти Арадра пурăнать. Эльвира Вилĕ тинĕс хĕрринчи хăна çуртĕнче ĕçленĕ. «Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕршывра карантин пуçлансан пĕтĕм хăна çуртне хупрĕç, персонала салатрĕç. Вырăнти çынсем страховкăпа компенсаци илеççĕ. СНГ пулнă çĕршывсенчен, Раççейрен килнисенчен чылайăшĕ киле таврăнчĕ. Нумай предприяти хупăнчĕ, штатсем кĕскелчĕç. Суту-илӳ, спорт центрĕсем, йăла пулăшăвĕ паракансем, шкулсемпе садиксем ĕçлемеççĕ. Поликлиникăсем те йывăр чирлисене кăна йышăнаççĕ. Урамра 4 çынран ытла пухăнма юрамасть, вĕсен те дистанцие пăхăнмалла. Апат-çимĕç лавккине йышлăн кĕртмеççĕ. Пурин те маска, перчетке тăхăнмалла. Общество транспорчĕ сайра çӳрет. Автобуса 15 çынран ытла лартмаççĕ. Йĕркелĕхе епле пăхăннине полици сăнать. Кунти халăх саккуна пăхăнма хăнăхнă. Пирĕншĕн, аякран килнисемшĕн, лару-тăру йывăртарах. Чылайăшĕ килтен тухмасăр ларать, пурнăç майлашăнасса кĕтет. Эпĕ паллă госпитале ĕçлеме вырнаçрăм. Унта курни тĕлĕнтерчĕ. Медицина тăк медицина! Палатăсем космос карапĕ пек... Вырăсла калаçакан специалист нумай», — каласа пачĕ йывăрлăхсене парăнман Эльвира.

Сутуçăсем карточка çеç йышăнаççĕ

34-ри Игорь Ананьев Норвегири Киркенесра 5 çул пурăнать. Хула Раççей чиккинчен 10 километрта вырнаçнă. Норвегире пушăн 12-мĕшĕнче ют çĕршывран киле- кенсене карантина лартма йышăннă, кану комплексĕсен, йĕлтĕр курорчĕсен, клубсемпе ресторансен ĕçне чарнă, шкулсемпе ача сачĕсене, университетсене хупнă. Халăха май килнĕ таран килте ĕçлеме сĕннĕ. Ачасене аслисемпе çеç тухса выляма ирĕк панă. Апат-çимĕç лавккисем, аптекăсем ĕçлеççĕ. Халăх лавккасенче туалет хучĕ туянса пĕтернĕ. Халĕ лару-тăру кăшт лăпланнă, сентресем таварпа тулаççĕ. Кассăра сутуçăсем банк картти çеç йышăнаççĕ. «Вирус çĕршывĕпех сарăласран шикленеççĕ, çавăнпа самолетсене вĕçме чарчĕç. Хăй ирĕкĕпе ĕçрен тухса каякан нумай», — терĕ пулă заводĕнче ĕçлекен Игорь. Карантин вăхăтĕнче завода хупнă, унта вăй хуракан- сене пĕр эрне килте ларнăшăн шалу панă. «Хальлĕхе эпĕ тӳлевсĕр отпускра. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче завод ĕçе пуçăнасса шанатăп», — пĕлтерчĕ Игорь. Вăл Мурманскра пурăнакан тăванĕсем патне çитĕччĕ, анчах йĕркене пăхăнмалла, килте лармалла.

Пĕр уйăх клиникăра пурăннă

Пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан Кудряшовсен çемйинче çуралнă иккĕмĕш ывăлĕн — остеопетроз. «Мрамор» чирĕнчен сиплекен чи лайăх клиника Израильте вырнаçнă. Евгенипе Ольга Кудряшовсем ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе 14 миллион тенкĕ ытла пухнă та кăçалхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче Иерусалима вĕçнĕ. Пушăн 4-мĕшĕнче донорăн шăмă сăссине куçарса лартнă. Пушăн 7-мĕшĕнче Женьăн амăшĕ мăнукĕшĕн кулянса Чăваш Енрен клиникăна çитнĕ. Шăпах çав вăхăтра çĕршывра коронавируспа чирлекен нумайланнă. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче унта Пурим /ĕлĕкхи уяв/ иртнĕ. Греципе Кăнтăр Корейăра пурăнакан еврейсем ăна паллă тума килнĕ. Коронавирус хăвăрт сарăлнине пула аэропортран çӳрекен автобус рейсĕсене хупнă. Самолетсем вĕçме чарăниччен Женьăн амăшĕ Раççее таврăнма ĕлкĕрнĕ.

Пушăн 18-мĕшĕнче клиникăра йĕрке çирĕпленнĕ, пациентсен тăванĕсене йышăнма чарнă, 25 тăваткал метрлă бокса кунне 2-3 хут дезинфекцилеме пуçланă. Ольăпа Женя коридора маскăпа перчетке тăхăнса тухаççĕ. Кудряшовсем клиникăра пĕр уйăх пурăннă. Вырсарникун Максима больницăран кăларнă, çемье тара тытнă пӳлĕме тав- рăннă. Израильте халĕ çынсем килтен ытлашши тухса çӳремеççĕ. Ĕçлекенсене 31 кунлăха отпуска янă.

Полици асăрхиччен…

Испанири Лерида хулинче пурăнакан Алена Иванова карантина пула ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче килтен дистанци мелĕпе ĕçлеме тытăннă. Ĕçлеме çӳрекенсене ятарлă справка панă. Йытăпа уçăлма, çывăхри апат-çимĕç лавккине тата аптекăна тухма юрать. Алена телевизорпа коронавирус пирки кăтартакан хыпарсене пăхма тăрăшмасть, лайăххи пирки шухăшлать. «Пурте килте лараççĕ, урама сăлтавсăр тухсан сахалтан та 600 евро штраф тӳлеме тивĕ. Лавккара апат-çимĕç, йăлара усă курмалли япала- сен хакĕ ӳсрĕ. Тĕрĕслесе тăраççĕ пулин те хаксем унчченхинчен пысăкрах. Сăмахран, çăкăр 0,85 евроччĕ, 1 еврона çитрĕ», — каласа кăтартрĕ çамрăк хĕрарăм. Алена пурин- чен ытла ачасемшĕн пăшăрханать, вĕсен пачах урама тухма юра- масть. Йĕрке хуралçисем çирĕп тĕрĕслеççĕ. Вылямалли лапамсене хупнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН, Ольга КАЛИТОВА, Нина ЦАРЫГИНА

Рубрика: