Чăваш Ене - «симĕс ылтăнпа» паллашма
Çак кунсенче Чăваш Ене М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн студенчĕсем килсе кайнă.
Географи факультетĕнче вĕренекенсем кашни çул çуллахи каникулта çĕр-шыври тĕрлĕ регионта пулса кураççĕ. Ку хутĕнче вĕсем Мускав - Кострома - Сыктывкар - Киров - Йошкар-Ола - Тамбов - Краснодар - Темрюк - Мускав маршрутпа çула тухнă. Пирĕн республикăра хăнасем Çĕрпÿ районĕнче хăмла мĕнле ÿстернипе паллашнă, Раççей ял хуçалăх академийĕн Чăваш Енри наукăпа тĕпчев институчĕн специалисчĕсемпе курнăçнă. «Симĕс ылтăн» ани çинче студентсене патшалăх учрежденийĕн пай пуçлăхĕ, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Анатолий Коротков кĕтсе илнĕ, хăмла çитĕнтерес ĕç çинчен каласа панă. Пулас географсем тĕрлĕ ыйтупа кăсăкланнă.
О.МАСЛОВ.