Комментировать

23 Июл, 2014

"Хаçат-журнала пулăшмаллах..."

Раççей çыхăну ĕçченĕсен профсоюзĕн президиумĕн членĕсем федерацин Атăлçи округĕн регионĕсем тăрăх ĕçлĕ çÿреве тухнă. Тутарстан тăрăхĕнчи хастарсемпе Хусанта тĕл пулнă хыççăн вĕсем утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ене çитрĕç. Союзсен çуртĕнче президиум ларăвĕ иртрĕ.

Пухăннисен умĕнче Раççей çыхăну ĕçченĕсен профсоюзĕн ертÿçи Анатолий Назейкин, Чăвашреспрофсов председателĕ Анатолий Коршунов, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, Федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн директорĕ Владимир Тимофеев, "Ростелеком" АУО филиалĕн пуçлăхĕ Сергей Иванов, çыхăну ĕçченĕсен профсоюзĕн ветерансен канашĕн председателĕ Екатерина Волкова, "Госкомнадзор" управлени пуçлăхĕ Татьяна Евдокимова тухса калаçрĕç, отрасльти социаллă партнерлăх çинче чарăнса тăчĕç тата почта тытăмĕнче тăрăшакансен интересĕсене хÿтĕлес енĕпе профсоюзăн витĕмĕ ÿссе пынине уйрăммăн асăнчĕç.

Анатолий Назейкин палăртнă тăрăх - почта паян патшалăх хÿтĕлевĕсĕр пурăнаймасть. Пулăшу тарифĕсене нумаях пулмасть палăрмаллах хăпартни тÿнтерле витĕм кÿчĕ: массăллă информаци хатĕрĕсенчен чылайăшĕн тиражĕ чакрĕ.

"Эпир хаçат-журнала хÿтлĕх кирлине аван ăнланатпăр, çапах та асăннă ыйтăва почта çыннисен шучĕпе татса памалла мар тесе шухăшлатпăр", - терĕ Анатолий Георгиевич.

Харпăрлăх ыйтăвĕ те çивĕч. Профсоюз "Ростелеком" АУОн акцийĕсен патшалăх пакетне сутассине хирĕç. Тĕрĕссипе, йĕркеллĕ аталанакан нихăш çĕр-шыв та телекоммуникацисене контроллесе тăрассине пăрахăçламасть.

Анатолий Коршунов Чăваш Ен профсоюзĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, социаллă партнерлăх енĕпе тунă çитĕнÿсем /сăмах май, юлашкине влаçăн тĕрлĕ шайри представителĕсемпе тата ĕç паракансемпе çирĕплетеççĕ/, отрасльсен хушшинчи килĕшÿсем, профсоюзсем прокуратура органĕсемпе, Ĕçлевĕн патшалăх инспекцийĕпе, Раççей Пенси, социаллă страховани фончĕсемпе тата ыттисемпе пĕрлĕхре пулни çинчен пĕлтерчĕ, çыхăну тата электроçыхăну ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Валентина Андреева министр хăнасене Чăваш Ен Пуçлăхĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх - республикăра шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ пĕр процентран та пĕчĕкрех. Социаллă тăнăçлăха сыхласа хăварма пултарнинче профсоюзсен тÿпи сумлă. Валентина Владимировна пĕлтернĕ тăрăх - вăл ертсе пыракан ведомствăра тăрăшакансем пурте профсоюз членĕ.

Чăваш Енре ĕçлеве хакламан çын çук. Влаç органĕсен шăнăрĕ базис принципĕ çинче никĕсленнĕ, вăй хуракан та, тара кĕрĕшекен те, предприниматель те хисепре. Бизнес социаллăх тĕлĕшĕнчен яваплă шутланать. Владимир Тимофеев Анатолий Назейкина çыхăнуçăсен интересĕсене куллен хÿтĕленĕшĕн чĕререн тав турĕ, малашне те çапла туса пымашкăн ырлăх-сывлăх сунчĕ.

 

Валентина ИЛЬИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.