Комментировать

3 Апр, 2020

«Çак вăхăтра упа пулса виçӗ уйăх çывăрасчӗ»

Коронавирус тĕнчипех сарăлнăран халĕ Раççейре те çирĕп мерăсем йышăнаççĕ. Çапла, вăл пурин пурнăçне те улшăнусем кĕртрĕ. Халăха пуçтарса культура, спорт, кану мероприятийĕсем ирттерме пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчех чарчĕç. Килте ларасси те çăмăлах мар иккен. Юрăçсемпе артистсем, сцена çинче, куракансен хушшинче пурăнма хăнăхнăскерсем, çак тапхăра мĕнле тӳссе ирттереççĕ-ши?

<...> Полина Борисова хулари хваттертен тухмасăр ларасси мĕн тери кичем пулнине малтанах тавçăрса илеймен. Яла кайнă чухне Алексей Московский темшĕн систермен ăна. «Хваттере çуса тасатрăм, — кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма тытăнчĕ Полина. — «Великолепный век» сериал пăхатăп. Паян Инстаграмра тӳрĕ эфира тухрăм. Вăхăт иртмест килте, анчах чăтмалла! Яла каясшăнччĕ, унта та кĕртмеççĕ. «Лар килӳнте», — терĕç. Вăт çапла. Пĕрмай апат çиетĕп. Кун пек ытлашши килограмм пухас хăрушлăх та пур. Хăш-пĕр чухне хусканусем тăватăп: преса çирĕплететĕп, ларса тăратăп. Анчах килте чухне спортпа туслă пулма кăмăл çук. Çĕрĕпе сериал пăхатăп та кайран 10-11 сехетчен çывăратăп».

Тахçанхи ĕçсем тинех пурнăçланаççĕ

Килтен тухса çӳремесĕр пурăнма сĕннĕ вăхăт — кичемлĕх сăлтавĕ мар. Ку — тахçанах пурнăçлама алă çитмен ĕçсене вĕçлемелли меллĕ тапхăр. «Çеçпĕл» ушкăн солистки Ольга Прокопьева, авă, кил-çуртатасатса тирпейлеме ĕлкĕрнĕ. Халĕ Джейн Остенăн «Гордость и предубеждение» кĕнекине вулать. Тĕрлеме те пуçланă /сăн ӳкерчĕкре/. «Унччен ним валли те вăхăт çитместчĕ, халĕ тем тумалăх та пур», — чунне уçрĕ маттур юрăç.

Кристиан Юрат çамрăк юрăç килтен тухмасăр пурăнма хăнăхман. Апла пулин те вăхăта усăллă ирттерме пĕлет. Тепĕр тесен, пултарулăх çыннине кирек хăш самантра та гениллĕ шухăш хавхалантарма пултарать-çке. «Çак вăхăтра упа пулса виçĕ уйăх çывăрасчĕ, — шӳтлерĕ Кристиан. — Килте ларма пачах юратмастăп. Зарядка тăватăп. Апат пĕçеретĕп. Хваттере тасататăп. Вася Васинпа çĕнĕ кăларăм хатĕрлесси çинчен шухăшлатпăр. «Каçхи респект» ятлă вăл. Пĕрремĕш кăларăмĕ халăх патне часах çитмелле. Малалла мĕн тумаллине шухăшлатпăр-ха. Карантин сценари çырма чăрмантармасть».

Надежда Юрпи çак вăхăта чăтăмлăн тӳссе ирттернине пĕлтерчĕ. Ачасемпе урок тăвасси, вăйă вылясси, ӳкересси, юмах вуласси, юрласси, ташласси те кăсăклă уншăн. Çав вăхăтрах уяв программине çĕнетмелли мелсем шырать.

Диана та ку вăхăтпа усă курса пултарулăха çĕнĕ варкăш кĕртесси пирки пуç ватать. Репертуара çĕнĕ юрăсемпе пуянлатасшăн вăл. Чӳк е раштав уйăхĕнче концерт йĕркелеме палăртнăскер пач çĕнĕ программа хатĕрлет.

Алина Савельева /сăн ӳкерчĕкре/ иккĕмĕш эрне ĕнтĕ килтен тухмасăр пурăнать. Мăнкуна хатĕрленнĕ май килте тирпей-илем ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. «Чӳречесене çурăм, каррисене улăштартăм. Килте тап-таса, тусан пĕрчите çук», — мĕн пурнăçланипе кăмăллă Алина. Концертсем хальлĕхе пулмаççĕ терĕç-и? Ку темех мар! Алина хăйĕн фаначĕсем валли интернетра та концерт йĕркелеме пултарать. Тĕрĕсрех каласан, юрланă чухнехи видео сыпăкĕсене Инстаграма пĕчĕкшерĕн вырнаçтарать, тĕрлĕрен ролик хатĕрлет. Юрă клипĕсене ыйтса çыракансене те хуравсăр хăвармасть. Ачасем дистанци мелĕпе вĕренме пуçланăран вĕсене пулăшма та вăхăт тупать вăл. «Килте сиккĕчпе сикме пуçларăм. Кухньăна кĕмессе- ренех мĕн те пулин çисе тухатпăр та, кĕлетке туласси хăратма пуçларĕ. Малтан эпĕ «зумба» ташлаттăм, каярахпа пăрахрăм, халĕ ачасемпе тепĕр хут пуçларăмăр. Урама чун туртнă чухне балкон çине тухса кĕретпĕр. Коронавирусран сыхланса профилактика ирттеретпĕр. Ирсерен апат çинĕхыççăначасенекăштахимпĕрчăмлаттаратăп. Лавккана тухса кĕрсенех салфеткăна дезинфекци шĕвекĕпе йĕпетсе сăтăркалатăп. Кĕçĕн хĕрĕмĕн çуралнă кунне те ниçта тухмасăр паллă тăвăпăр ĕнтĕ. Уяв сĕтелĕ валли мĕн кирлине лавккаран тахçанах туянса хутăм», — каласа кăтартрĕ тунсăхлама пĕлмен Алина. Малалла вулас...

www.hypar.ru Алина Савельева архивĕнчи сăн ÿкерчĕк

Лада МАРКИЗОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.