Ăнăçлă аталанать: çынсене савăнтарать
Мăн Сĕнтĕр райповĕ кăтартусене лайăхлатсах пырать
Мăн Сĕнтĕр райповĕ халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес, чи малтан ял çыннисен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вăл Муркаш районĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывать. Кăçал 100 çул тултаракан Чăвашпотребсоюзăн çеç мар, Раççей Центросоюзĕн потребительсен обществисен хушшинче те чылай кăтартупа малти вырăнсене йышăнать.
Халăх ыйтнине тивĕçтереççĕ
«Мăн Сĕнтĕр райповĕ — нумай отрасльтен тăракан хуçалăх тытăмĕ: суту-илӳ, общество апатланăвĕ, тирпейлекен тытăм, производство, аптека ĕçĕ-хĕлĕ, йăлари пулăшу ĕçĕсем. Асăннă отрасльсем пирĕн патра пурте лайăх ĕçлесе пыраççĕ. 2019 çул кăтартăвĕсене илес тĕк — вĕсем пурте çулталăка таса тупăшпа вĕçлерĕç. Пирĕн райпо тытăмне 50 лавкка, общество апатланăвĕн 9 предприятийĕ, 2 аптека кĕрет. Эпир 78 ялти 12800 çыннăн ыйтăвне куллен тивĕçтеретпĕр. Паянхи кун райпо тытăмĕнче 240 çынĕçлет», — каласа кăтартрĕ Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн председателĕ, РФ суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Муркаш район Пухăвĕн депутачĕ Людмила Майкова.
Людмила Петровна çак райпо тытăмĕнче 45 çул ĕçлет, 2000 çултанпа — правлени, 2003 çултанпа райпо канашĕн председателĕ. 45 çул хушшинче пурнăç пахалăхĕлайăхланнине, ĕç условийĕсене чылай çăмăллатма май килнине палăртрĕ маттур ертӳçĕ. «Эпир пурлăхпа техника никĕсне аталантарсах пыма тăрăшатпăр. Юлашки 5 çулта çеç çак тĕллевпе 50 ытла миллион тенкĕ тăкакларăмăр», — çирĕплетрĕ Людмила Майкова. Акă ялсенчи лавккасен 70% тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Пĕлтĕр Мăн Сĕнтĕрти «Дружба» лавккана реконструкциленĕхыççăнсавăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта тепĕр 3 ĕç вырăнĕ хушăннă. Кăçал Кораккассинче тепĕр лавкка тăвасшăн. Райпо хальхи пурнăç таппипе тан пырать, çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курать. 50 лавккана пурне те автоматизациленĕ. Вĕсенче пуринче те ăшă, таса, çутă. Çакă унта ĕçлекенсемшĕн те, туянакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Аякри пĕчĕк ялсене, суту-илӳ вырăнĕ çуккисене, кайса халăха куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерес тĕллевпе автолавка туяннă. Унта холодильник те, кондиционер та, ытти оборудовани те пур. Пĕчĕк ялсенче пурăнакансем çакна хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ: палăртнă вăхăтра вĕсем патне кашни кунах автолавка килет.
2017 çулта Калайкассинче «Фортуна» пысăк суту-илӳпе хăна çурчĕн комплексĕ уçăлнă. Çул хĕрринчи сервисăн комплексĕ строительство материалĕсен лавкка-складне, шиномонтажа, автостоянкăна, кафене тата мини-гостиницăна пĕрлештерсе тăрать. Унта инçе çула тухнисемшĕн чарăнса канмашкăн кирлĕ пĕтĕм услови пур: çав шутрах — тутлă апат-çимĕç те, душ та, кĕпе-йĕм çумалли машина та… «Çул çинче халăх нумай çӳрет. Пирĕн тăрăхра трасса çинче чарăнса канмалли вырăн пулманран çак комплекса уçрăмăр. Эпир ăна татах анлăлатасшăн. Юнашар çĕр илсе автостоянка лаптăкне пысăклатасшăн», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Людмила Петровна.
Мăн Сĕнтĕрсем халăхран сĕт те пуçтараççĕ. Çакăншăн кашни эрнерех укçа панăран çынсем кăмăллă. Хакĕ те тивĕçтерет. «Эпир минерал удобренийĕ сутма пуçларăмăр. 220 тонна кӳрсе килтĕмĕр. Пĕлтĕр 420 тонна таранах сутнăччĕ. Ăна ял хуçалăх кооперативĕсем, фермерсем, уйрăм çынсем хапăлласах туянаççĕ. Удобрение хамăрăн 50 лавккара та сутатпăр. Çынсене çавăн пекех вăрлăхлăх çĕр улмипе те тивĕçтеретпĕр. Кĕçех çĕр улмин 7-8 тĕрлĕ сортне илсе килĕпĕр. Çывăх вăхăтра чĕпсем сутма пуçласшăн. Халăхыйтма пуçларĕ ĕнтĕ», — калаçăва тăсрĕ райпо канашĕн председателĕ. Малалла вулас...
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.