Комментировать

1 Апр, 2020

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх

Уй-хир юртан маларах тасалнă май тăпра та хăвăрт типет. Хуçалăхсем кĕрхисен лаптăкĕсене минерал удобренийĕпе апатлантарнипе пĕрлех ака-сухана тухма хатĕрленеççĕ.

Çивĕч ыйтăва ЧР Ял хуçалăх министерствин ларăвĕнче те сӳтсе явнă. Министрăн заместителĕ Сергей Лисицын каланă тăрăх, кăçал аграрисем ытти çулпа танлаштарсан çурхи ĕçсене маларах тытăннă. Çанталăк типĕ, хĕлле юр сахал пулнăран тăпрара нӳрĕк çителĕксĕр. Çакă Улатăр, Патăрьел районĕсенче уйрăмах сисĕнет. Çав хушăрах Вăрнар, Çĕрпӳ районĕсенче вăл çителĕклех.

Кăçал республикăра çурхисене 310 пин гектар çинче акса хăвармалла. Акнă-лартнă лаптăксем пурĕ 548 пин гектар йышăнмалла. Ку пĕлтĕрхинчен 6,6 пин гектар ытларах. Яланхилле хирсенче çурри ытла пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пулмалла /51,1%/. Ытти — выльăх апачĕлĕх /37,5%/, техника культурисем /6,7%/ , пахча çимĕç, çĕр улми /4,7%/.

Иртнĕ çул кĕрхисене 93,2 пин гектар çинче акса хăварнă. Вĕсем хĕл лайăх каçнă. Пурĕ 5 проценчĕ кăна япăх вăй илнĕ. Хальхи вăхăтра аграрисен тĕп ĕçĕ — калчана удобренипе апатлантарасси. Хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ культурăсене, нумай çул ӳсекен курăксене апатлантарма тухнă ĕнтĕ. Çак ĕçе Патăрьел, Вăрнар, Куславкка, Красноармейски, Комсомольски, Пăрачкав, Çĕрпӳ, Шупашкар, Елчĕк районĕсенче... Малалла вулас... www.hypar.ru 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.