Комментировать

30 Мар, 2020

Бизнес тĕрев ыйтать: кредит каникулне вӑя кӗртессине сӳтсе явмалла

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин палӑртнӑ тӑрӑх, паян республикăри предпринимательсен шучĕ 42,5 пинпе танлашать. Вĕсем патĕнче 123 пин çын ĕçлет — ĕçлекен çынсен 40%.

МСП субъекчĕсен укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ 2019 çулта 352 миллиард тенкĕпе танлашнă. Ку 2018 çулхинчен 6% пысăкрах. Вĕсем хывнă налуксен ӳсĕмĕ пушшех курăмлă: 17% яхăн хушăнса 18,7 миллиард тенкĕпе танлашнă. Предпринимательлĕхпе çыхăннă наци проекчĕсем çак сферăна курăмлă пулăшу кӳреççĕ.

Республикăра нумаях пулмасть «Манăн бизнес» центр уçăлнă. Унта предпринимательлĕхе пулăшакан пĕтĕм инфратытăма — укçа уйăрассинчен пуçласа консультаци парасси таран — пĕр тăрă айне пухнă. Анчах, Иван Борисович шучĕпе, коронавируса пула чару мерисем йышăннă май шăпах предпринимательлĕхшĕн пысăк чăрмавсем тухса тăраççĕ. Çавна май федераци шайĕнче бизнеса тĕревлеме йышăннă мерăсене пурнăçлас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле. Чи малтанах туризм, общество апатланăвĕн, йăлари пулăшу ĕçĕсен отраслĕсене йывăр.

Олег Николаев та, авă, пĕр предпринимательтен, общество апатланăвĕн икĕ вырăнне тытса тăраканскертен, ыйту килни çинче каларĕ: ĕçлеме ирĕк памашкăн ыйтать, унсăрăн пĕтесси те часах… Налуксене тӳлессине каярха куçарма ирĕк пани, бюджет умĕнчи парăмсене шыраса илес енĕпе васкаманни, кредитсене реструктуризацилени, кредит каникулĕсем пĕлтересси, тĕрĕслевсем тĕлĕшпе моратори пĕлтерни — çак тата ытти мера, паллах, кирлĕ, вырăнлă. Унсăр пуçне Мускав ятарласа укçа уйăрать, çак укçа Гаранти фончĕ, Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшакан фонд урлă бизнеса тĕревлеме каймалла.

Çийĕнчен Олег Николаев çак кунсенчех банксен ертӳçисемпе канашлу ирттермеллине палăртрĕ. Унта шăпах Президент каланипе килĕшӳллĕн палăртакан кредит каникулне вăя кĕртессине сӳтсе явмалла — предпринимательсем​ çак майпа мĕнлерех усă курмаллине пĕлсе тăччăр.

www.hypar.ru

Рубрика: