Комментировать

30 Мар, 2020

«Чăваш хĕрарăмĕ» 12 (1137) № 27.03.2020

* Тăрăшулăхшăн, хастарлăхшăн Хисеп хучĕсемпе тата ытти наградăпа чыслаççĕ. Çапах чи пысăк хисеп вăл — ĕçтешсем, ял-йыш сума суни. Вăрнар районĕнчи Вăрманкасра пурăнакан Людмила Оськина ыр сăмахсене чăннипех тивĕçлĕ. Мухтавлă педагог шкулта 42 çул ырми-канми тăрăшнă, çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăма пулăшнă (Ĕçре те, çемьере те телей тупнă)

* Хĕрача кĕлетки «пиçсе» пынине кăтартакан паллă — уйăх хушши. Вăл тĕрлĕ ÿсĕмре пулма тытăнать. Хальхи вăхăтра ытларах пайĕн — 12-13 çулта. Çак ÿсĕмре, ăна медицинăра «пиçĕлĕх кăшăлĕ» тетпĕр, ашшĕ-амăшĕн асăрхануллă, тимлĕ пулмалла. Паллах, аталанса пынă май хĕрачана йăлтах вăхăтра ăнлантарса пани вырăнлă. Идеал шайĕнче интимлă ыйтăва шăпах амăшĕн пуçармалла (Вăрттăнни тавра çемьере калаçмалла)

* «Станиславский.com» театр çамрăк-ха: ĕçлеме пуçланăранпа çулталăк кăна иртнĕ. «Куракансем сцена çывăхĕнче пулнипе ытти театртан уйрăлса тăратпăр», — ăнлантарать Александр Алексеев директор. Европа формачĕпе ĕçленине, репертуара хальхи драматургсен пьесисене кĕртнине, театрта тĕрлĕ ÿсĕмрисем хăйсене хăтлă туйнине палăртать вăл. Паллах, пуçлăх спектакльсене çемьепе килнине курасшăн. Çапах уйрăм çыннăн театрĕ тупăшлă ĕçлет-и? «Алла пысăк шалу кĕрсен лайăхчĕ-ха та. Хальлĕхе аренда, кредит тÿлевне татассишĕн ĕçлетпĕр. Пултарулăх ертÿçине те, артистсене те, режиссерсене те шалу тÿлейместпĕр. Апла пулин те çĕнĕ спектакльсем хатĕрлетпĕр, аталанатпăр», — калаçăва вĕçлерĕ Александр Юрьевич (Спектакль курма çемьепе çÿремелле).

www.hypar.ru

 

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.