Комментировать

27 Мар, 2020

Чăвашра тымар яни ахальтен мар

Виктор Бондарев — пултаруллă йĕркелÿçĕ тата ертÿçĕ. Вăл республикăри клубпа кану ĕç-хĕлне тата халăх пултарулăхне аталантарма хутшăннă, çак тытăма пысăк витĕм кÿнĕ.

КĔСКЕН
Виктор Бондарев Воронеж облаçĕнчи Подгоренский районĕнчи Березовăра 1949 çулта çуралнă. 1966-1969 çулсенче Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче пĕлÿ илнĕ, 1970 çулта Мускаври культура институтне вĕренме кĕнĕ. 1969 çултанпа культура тытăмĕнче вăй хунă: Шăмăршă районĕнчи ача-пăча музыка шкулĕн фортепиано уйрăмĕнче, вырăнти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕн хормейстерĕнче ĕçленĕ. Халăх депутачĕсен Шăмăршă район канашĕн ĕçтăвкомĕн культура пайĕн заведующийĕ, ĕçтăвком секретарĕ, пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕ пулнă. 1988-1999 çулсенче — халăх пултарулăхĕн республикăри ăслăлăхпа меслет центрĕн директорĕ. 1999-2009 çулсенче ЧР Культура министерствинче ĕçленĕ. Вăл  ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

— Виктор Сергеевич, эсир Чăваш Енре çур ĕмĕр ытла пурăнатăр. Вăл сирĕншĕн чăннипех тăван кĕтес пулса тăчĕ-и?
— Шупашкара ĕçлеме куçсанах Раиса Сарпи поэтессăна тĕл пултăм. «Санăн мăн кукамуна Палашкăна пасарта тĕл пултăм», — терĕ. Сăмах чĕнме аптăрарăм: ку таранччен никама та кукамайăн амăшĕ Палашка /Пелагея/ пулнине каламанччĕ. Раиса Васильевна хăйĕн сăмахне малалла тăсрĕ: «Эсир Чăваш Енре тымар яни ахальтен мар…» Паллах, Чăваш Республики манăн иккĕмĕш тăван çĕршыв пулса тăчĕ. Кунта эпĕ юратнă ĕçре вăй хунă, çемье çавăрса ача-пăча çуратса ÿстернĕ, асатте, кукаçи пулса тăнă.
Ĕç биографине Шăмăршăран пуçланă. Инçетри район центрĕ Шупашкар мар. Мĕнле пурăнтăр унта? Чи пысăк йывăрлăх мĕн пулчĕ?
— Çын пластилин пекех, теме те вĕрентме пулать. Анчах ку енĕпе специалист пулмасан вара… Шăмăршăра та çав çулсенче кадрсем çитмен. Çавăнпа пире, Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине пĕтернĕ çичĕ çамрăк специалиста, унта янăччĕ. Астăватăп: баяниста пĕрле илеттĕм те ял-ял тăрăх хор йĕркелеме тухса каяттăм. Спектакльсем те лартаттăмăр. Çул çуккипе питĕ тарăхаттăмăр.
Çавăн пек самантсенче Чăваш Енрен тухса каяс темен-и?
— Йывăр пулсан та унашкал шухăш çуралман. Эпĕ Шăмăршăра вырăнти пикепе паллашнă, пĕрлешсе çемье чăмăртанă, ачасем çуратса ÿстернĕ. Чăваш культурипе йăли-йĕркин авăрĕнче çаврăннăран вĕсем маншăн питĕ çывăх пулса тăчĕç. Манăн шухăшпа, эпĕ ытти культурăна чăвашăнни чухлĕ пĕлместĕп те. Халăх пултарулăхĕн республикăри ăслăлăхпа меслет центрне ертсе пынă, ЧР Культура министерствинче ĕçленĕ çулсенче тунсăхлама вăхăт пулман, канмалли кунсенче те ĕçленĕ, мероприятисем ирттернĕ. Çак тапхăрта Раççейри 59 региона, чикĕ леш енне çитсе курнă. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та ахаль ларас килмест: çил-тăман çавăрттарать-и, çумăр лÿшкесе çăвать-и — театра е музее каятăп. 2013 çултанпа Раççей хор обществин Чăваш Енри уйрăмне ертсе пыратăп. Хорпа çыхăннă кашни мероприятие йĕркелеме хутшăнатăп. Пире çак ĕçре пулăшакансем пур, вĕсем — Шупашкарти ача-пăча музыка шкулĕн преподавателĕсем.
Кăмăл енчен мĕнле çын эсир?
— Тĕрлĕ çынпа та ĕçлеме тивнĕ. Вăл е ку çын ман пирки ырă мар калаçни ăна ĕçрен кăлармалли сăлтав пулман. Эпĕ чуна парса ĕçлекенсене хисеплетĕп. Ачамсене те çавнах вĕрентнĕ. Манăн хама та килĕшмен йăла — макăрасси — пур. Илемлĕ, чуна çывăх кĕвĕ те куççуль кăларттарма пултарать.
Пурнăçра йăнăшасси те пулать…
— Пĕр пăтăрмаха манаймастăп. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче халăх пултарулăхĕн «Атăлçи çăл куçĕсем» /халĕ «Раççей çăл куçĕсем»/ фестивальне йĕркелесе ятăмăр. Малтанхи тапхăрта унта коллективсем 40-50 регионтан килетчĕç. Пĕр çул АПШран та пулчĕç. Вĕсене, инçетрен килнĕ сумлă хăнасене, колонна умне тăратрăмăр. Çапла Лакрей вăрманĕ тĕлĕнчен Хĕрлĕ тÿреме утса анатпăр. Американсемсĕр пуçне никам та ялавпа мар. «Мĕн тăватпăр эпир? Чăваш патшалăх кунĕнче пилĕк пин çын Америка ялавĕ айĕнче утатпăр?» — пуçа пырса çапрĕ шухăш. Çав самантшăн халĕ те намăсланатăп. Мĕн тумалла? Колоннăна «Мир» кино-театр умĕнче чарса тăратрăмăр, юрă-ташă пуçланчĕ. Çак вăхăтра Чăваш Республикин ялавне шырама пуçларăмăр. Хула администрацине вăхăтлăха ялавсăр хăварма тиврĕ. Ăна «Уяв» ансамбль ертÿçине Зинаида Козловăна тыттартăмăр, коллектива колонна пуçне тăратрăмăр.
Мĕнле кĕнекесене ытларах кăмăллатăр?
— Ĕçленĕ вăхăтра ĕçпе çыхăннисене алăран яман. Хальхи вăхăтра Захар Прилепин хайлавĕсене кăмăлтан вулатăп. Кинофильмсенчен вăрçăпа çыхăннисене килĕштеретĕп. «Звезда» фильма куççуль витĕр пăхатăп. Вăрçă вăхăтĕнче манăн çуралнă кĕтес тăшмансен аллинче пулнă. Аннепе кукамай çĕр пÿртре пурăнни, вăрçă кÿнĕ синкер çинчен час-часах каласа кăтартатчĕç.
Пурнăçăрта мĕн туман пулăттăр?
— Манăн ывăл Евгений — библиотекарь. 2016 çулта «Раççейри чи лайăх библиотекарь» ята тивĕçрĕ. Шупашкарти вулавăшсен пĕрлештернĕ тытăмне ертсе пыратчĕ. Хулара темиçе библиотекăна хупма йышăну кăларсан вăл: «Пĕрне те хупмастăп, хам ĕçрен каятăп», — тенĕ. Çапла турĕ те. Эпĕ те унăн шухăшĕпе килĕшетĕп, нихăçан та пĕр библиотекăна та хупмăттăм. Паян интернет хуçаланать, унта темĕн те çыраççĕ. Эпĕ малтанхи пекех кĕнеке вулатăп, унта çырнине ытларах ĕненетĕп.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.